АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта кичем мар (Культура)

10 июня 2008 г.

Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче тăтăшах тĕрлĕ мероприяти хатĕрлесе халăха кăтартаççĕ. “Атьăр-ха, хĕрсем”, “Атьăр-ха, яшсем” конкурссем, Хĕле ăсатни, Çĕнтерÿ кунĕн уявĕсем ятарлă сценарисем тăрăх иртрĕç. Театр кунĕнче вырăнти артистсем А.Суханăн “Пур та пĕтет, çук та çитет” спектакльне вылярĕç. О.Кузьмин, В.Моисеев, А.Павлов интернационалист-салтаксемпе тĕлпулу аван иртнĕ. Енĕшнăрвашсем агитбригадăсен зонăри конкурсне хутшăнчĕç.
Районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче фольклор коллективĕ хăйсен ентешĕн С.Максимовăн “Ан авăн, шĕшкĕ” юррине шăрантарчĕ, чăваш ташшипе савăнтарчĕ.
Е.Кузнецова директорпа В.Степанова илемлĕх ертÿçи, халăх театрĕн режиссерĕ Г.Русская, Н.Дмитриевапа З.Мижеева библиотекарьсем çынсен канмалли вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшаççĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика