АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар ретне тăраççĕ (Общество)

06 июня 2008 г.

“Тĕмер ял тăрăхĕнчи тăватă ялтан çурхи призыв вăхăтĕнче 20 çамрăкăн çар ретне тăмаллаччĕ. Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухнине кура 14 каччăна службăна каяссинчен хăтарнă”,– пĕлтерчĕ çар учечĕн сĕтелĕн инспекторĕ Л.Горбунова.
Ултă йĕкĕтрен иккĕшĕ – Сергей Каишовпа (Амалăх) Дмитрий Сучков (Кармал) çар тивĕçне май уйăхĕнче пурнăçлама пуçланă та ĕнтĕ.
Призыв комиссийĕ хĕсмете каякан яшсене сывлăх тĕлĕшĕнчен юрăхлă тесе палăртнă. Людмила Юрьевна каланă тăрăх, пулас салтаксемпе кашнинпех уйрăмшарăн калаçнă. Яшсем Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçне пурнăçлама хатĕррине, кăмăлпах салтака кайнине пĕлтереççĕ. Пĕр çулталăк пулĕç вĕсем службăра.
Çамрăксене Раççей çар чаçĕсене янă чух вĕсем мĕнле специальность илнине те шута илеççĕ. Акă, Тĕмерти Сергей Иванов техникум пĕтернĕ хыççăн салтак ретне тăрать.
Июнĕн 18-мĕшĕнче Владимир Албутова, 24-мĕшĕнче Алексей Потапова, каярах Валерий Иванова салтака ăсатĕç тăванĕсем, юлташĕсем, çывăх çыннисем.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика