АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк вкладшăн – призсем (Финансы)

03 июня 2008 г.

Чăваш Енре пĕрремĕш перекет касси уçăлнăранпа 122 çул çитрĕ, ăна Шупашкарта 1886 çулта майăн 29-мĕшĕнче уездри казначейство çумĕнче уçнă пулнă. Çакăнтан пуçланать те Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн кун-çулĕ. Ăна халалласа Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ май-июнь уйăхĕсенче ятарласа хăйне евĕр выляв ирттерет. Унта 50 пин тенкĕрен пуçласа пысăкрах вкладсем хывакансем хутшăнаççĕ. Вкладчиксене хавхалантарма кашни пĕр пин тенкĕлĕх 122 приз туса хунă. Чи сумлă тĕп приз та пур. Унпа та 50 пин тенкĕрен кая мар вклад хывакана хавхалантараççĕ, вăл – 10 грамлă ылтăн катăкĕ. Тен, асăннă тĕп приза Перекет банкĕн Тăвайри хушма офисне пысăк сумма упрама хывакан вкладчиксен пĕри çĕнсе илĕ. Апла пулсан июнĕн 30-мĕшĕнчен юлмасăр хăвăрăн укçа-тенкĕре Перекет банкне хывма васкăр.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика