АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей татах пуянланчĕ (Культура)

30 мая 2008 г.

Музей татах пуянланчĕ (Культура)

Майăн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунĕ пулчĕ. Ăна Енĕш Нăрвашри истори астăвăмĕн халăх музейĕнче те анлăн паллă турĕç. Ялти шкулта вĕренекенсен пысăк ушкăнĕ пĕр класа пуçтарăнчĕ, вĕсене музей директорĕ В.Петров музей пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕ. Çав кун шăпах тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П.М.Меркурьев художник çуралнăранпа 90 çул тултарчĕ. Павел Меркурьев Канашри, Тăвайри тата Енĕш Нăрвашри музейсене йĕркелесе илемлетес ĕçсене хастар хутшăннă. Вăл ÿкернĕ картинăсем, çав шутра ĕлĕкхи ял пурнăçне сăнлаканнисем, чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев Енĕш Нăрваша килни, тăван кĕтесе сăнлакан тĕрлĕ пейзажсемпе натюрмортсем халĕ ялти музее пуянлатса, капăрлатса тăраççĕ.
Уява музейĕн пĕрремĕш директорĕ, П.М.Меркурьевăн мăшăрĕ О.И.Меркурьева та хутшăнчĕ. Ольга Ильинична музей ÿссе пыракан ăрăва воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Çиччĕмĕшсем П.М.Меркурьев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки В.Лукина класс ертÿçи пулăшнипе пуян содержаниллĕ, интереслĕ рефератсем хатĕрленĕ. Мероприятие район администрацийĕн представителĕсем В.Ванеркепе Г.Масленников, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Кузьмина, шкул директорĕ О.Ярмулин тата ытти учительсем хутшăнчĕç.
Çакăн хыççăн пурте çул урлă вырнаçнă музее каçрĕç. Унта П.М.Меркурьев художник-фронтовик, педагог çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа юбиляр ÿкерчĕкĕсенчен ятарлă выставка йĕркеленĕ. Художник пултарулăхĕнче вăрçă çулĕсемпе çыхăннă картинăсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. П.М.Меркурьев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатакан ятарлă стенд-выставка хатĕрленĕ. Унпа художник мăшăрĕ О.Меркурьева паллаштарчĕ.
Район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсем, “Красная Чувашия” ЯХПК пĕрлешÿллĕ хуçалăх историе тарăнрах тĕпчес, анлăрах çутатас тĕллевпе укçа-тенкĕ уйăрчĕ. Музей уявне уйрăм çынсем те пушă алăпа пыман, тĕрлĕ экспонатсем парнеленĕ. Сăмахран, В.Владимиров “буденовка”, С.Кузнецова 1943 çулта çаптарнă учительсен ушкăнĕн сăн ÿкерчĕкне, В.Герасимов тĕрлĕ значоксем, шкулти моделировани кружокне çÿрекенсем, руководителĕ К.Петров технологи учителĕ, хăйсем туса хатĕрленĕ “Храбрый” çар карапĕн макетне, С.Лукин тĕрлĕ экспонатсем, Георгий атте лампада, В.Ванерке ял историйĕпе çыхăннă историлле справка парнеленĕ.
Музей директорĕн ыйтăвне тивĕçтерсе С.П.Мижеев рамăсем туса панă, В.И.Васильев ялти чиркÿ историйĕпе çыхăннă кĕтес валли турăшсем вырнаçтармалли хатĕрленĕ, Н.А. Михайлов предприниматель укçа-тенкĕпе пулăшнă.
Çапла Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ялти халăх музейĕ паха экспонатсемпе татах пуянланчĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика