АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç – пурнăç тыткăчи (Сельское хозяйство)

30 мая 2008 г.

 Кашни ĕçĕн хăйĕн меслечĕ, вăхăчĕ пур. Ял çынни çĕр çинче пĕлсе ĕçлесе, вăйлă тырпул туса илсе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурнăçа малалла аталанма пулăшать.
Çĕрпе туллин усă курмалла пирĕн, паян тумалли ĕçе ырана хăварма юрамасть. Ырана юлнă ĕç ырхан пулать.
Юлашки çулсенче Ураскасси хуçалăхĕ вăйсăрланса пычĕ. Çакă, паллах, ĕç вăйĕ чакнинчен, фермăсем юхăннинчен килчĕ пулĕ.
Кăçал ял ĕçченĕсем хуçалăха ертсе пыма А.Григорьева суйласа лартрĕç. Ял халăхĕ вăл лару-тăрăва лайăхлатма пулăшасса шанать. Анатолий Ильич – çирĕп вăй-халлă, ĕçчен, хастар, ырă чунлă, ăслă çын. Халăх шанăçне вăл тÿрре кăларатех. Çĕнĕ ертÿçĕ хавхалантарнипе çуракине вăхăтра, йĕркеллĕ вĕçлерĕç. Алексей Данилов, Анатолий Александров, Игорь Иванов, Сергей Васильев, Юрий Гаврилов, Юрий Ильин тăрăшса ĕçлерĕç. Людмила Васильева заправщик та акара чăрмав ан пултăр тесе тимлерĕ.
Кăçал 167 гектар çĕр çинче урпапа тулă акса хăварнă. Çĕр улмине, иккĕмĕш çăкăра, хальлĕхе 3 гектар çинче вырăн панă. Иртнĕ çул ăна лартманччĕ те. Çĕр улми лартас ĕçе Сергей Иванов агроном йĕркелесе тăчĕ. Сербина тата Иванова Надьăсем, Вероника Александрова, Алина Гурьева питĕ тăрăшса ĕçлерĕç, виçĕ кун хушши 4 тонна çĕрулми лартма касрĕç. Анатолий Александров механизатор хавшакскер, сажалкăпа лартса тăчĕ.
Çапла “Трудовой путь” колхозри ĕçсем йĕркеленессе шанатпăр. Пурнăç йĕркеллĕ, тулăх пуласси çыннисем тăрăшса ĕçленинчен, ертсе пыраканнисем халăхпа пĕрле пулса, вĕсене хисепленинчен нумай килет.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика