АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Потребительсене – паха продукци (Сельское хозяйство, экономика)

30 мая 2008 г.

Кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче пирĕн “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕ пурĕ 254 тонна сĕт тата 44,5 тонна аш-какай туса илчĕ. Иртнĕ çулхи ку тапхăртипе танлаштарсан, кăçал ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ, сĕт 1 процент, аш хисепĕ 24 процент хушăннă. Ферма ĕçченĕсем çакна выльăхсен продуктивлăхне малалла ÿстерсе пынă никĕс çинче тунă. Тăватă уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 1181 килограмм сĕт суса илнĕ. Хальхи вăхăтра ĕнесенчен куллен вуншар килограмм сăватпăр. Ку вăл – мĕнпур ĕне пуçне вăтамран шутласа. Вĕсем пирĕн пурĕ 215 пуç.
Ăнăçлă хĕл каçнă хыççăн халĕ ĕнесем кĕтÿре çÿреççĕ. Вĕсене Анатолий Константинов, Алексей Хан тата Юрий Пряников кĕтÿçĕсем кĕтеççĕ, курăк çинче ирхине сакăр сехетрен пуçласа каçпа ултă сехетчен çÿретеççĕ. Кĕтÿçĕсем йĕркене пăсмаççĕ, ешĕл апатпа сĕт ытларах хушăнтăр тесе тăрăшаççĕ. Дояркăсемпе ытти ферма ĕçченĕсем пирки те ăшă сăмах каламалла. Вĕсем пурте харпăр хăй ĕçне тÿрĕ кăмăлпа тăваççĕ.
Ĕнесем хальхи вăхăтра нумай çул ÿсекен курăксен пуссинче çÿреççĕ. Маларах кĕр калчи те вунă гектар уйăрса панăччĕ. Кусем пурте ферма çывăхĕнчи пусă çаврăнăшне кĕрекен уйсем. Çапла майпа ĕнесем аякка çÿресе çул çинче сĕт çухатмаççĕ. Кĕтÿрен кĕрсен вĕсене хушма апат параççĕ, сенаж çитереççĕ. Ăна витери таканасем çине те, вите çумĕнчи картишне те параççĕ. Ĕнесене сунă хыççăн çĕр каçма картишне кăлараççĕ.
Кĕтĕве пушмак пăрусем çуллен çителĕклĕ суйласа кĕртни те унăн сĕт парас вăй-хăватне ÿстерсе пыма пулăшать.
Сĕте пĕлтĕртенпе çĕнĕ технологи линийĕпе сăватпăр. Вăл тÿрех сивĕтекен установкăна пырать, производство условийĕсемпе хутшăнса пахалăхне çухатмасть. Сĕте “Гормолзавод” УАО килсе илет. Ăна хуçалăх тивĕçлĕ хакпа 3-4 градус таран сивĕтнĕ пысăк пахалăхлă сĕт сутать. Сĕтри çу хисепĕ 3,6 процентпа танлашать, белок хисепĕ – 3,08. Пысăк пахалăхлă продукци хуçалăха сахал мар укçа-тенкĕ тума май парать. Çавăнпа, çуллахи майсемпе анлăн усă курса, ферма ĕçченĕсем продукци туса илессине ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ.
Çынсем çурхи пахча ĕçĕсенчен пушансан, тăватă-пилĕк çынтан ятарлă бригада йĕркелесе фермăра юсав тума тытăнма та палăртнă.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика