АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиенсĕр табак пулмасть (Здравоохранение)

30 мая 2008 г.

Юлашки вăхăтра çамрăксемпе шкулсенче вĕренекенсем хушшинче табак туртни çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Пирĕнтен кашниех табак сывлăха пысăк сиен кÿнине пĕлет. Çакнах сигарет пачки çине туртни сывлăхшăн сиенлĕ пулни çинчен асăрхаттарни те çирĕплетет. Çавах та пирĕнтен нумайăшĕ çакна пĕле тăркач пируса е сигарета çăвара хыпать. Мĕн ку; Çынна ăнланулăх çитмест е вăл сигарет умĕнче вăйсăр; Ăсли çын йăнăшĕ çинче вĕренет, ухмах çав йăнăша хăй туса пăхать, тенĕ. Туртакансенчен чылайăшĕ туртнипе тарăхать, анчах çав сиенлĕ йăларан хăтăлма кăмăл çирĕплĕхĕ çитереймест.
Çын организмĕнчи кирек мĕнле органа та никотинпа табак тĕтĕмĕ сиенлĕ витĕм кÿреççĕ. Табак тĕтĕмĕнчи сиенлĕ хутăшсем (сăмала тата ыт.те) сывлав çулĕсен клеткисене (сăмса хăвăлне, тип пыра, бронхăсене) сиенлеççĕ. Çавна пула пырта лăймака пухăнать, çынна ÿсĕрттерме тытăнать. Ÿпкесем хăйсен пиçĕлĕхне çухатаççĕ, юна кислород çителĕксĕр пыма тытăнать. Туртакан çамрăксен кăкăр кăшкарĕн калăпăшĕ, туртман çынсеннипе танлаштарсан, 25 процент пĕчĕкрех.
Табак тĕтĕмĕ туртакана кăна мар, туртман çынна та сиенлет, уйрăмах ачасене. Тĕтĕмлĕ пÿлĕмре вĕсем те пассивлă туртакансем пулса тăраççĕ. Тĕтĕм вĕсен сывлав çулĕсене вĕчĕлтеттерет, ÿпкене лекет.
Ученăйсем çакна палăртнă: 15 çула çитичченех туртма пуçланă çынсем тăтăш ÿпке ракĕпе вилеççĕ, стенокардипе миокард инфаркчĕпе, хырăмлăх çĕрнипе, гриппа, бронхитпа, ÿпке шыççипе, туберкулезпа тăтăшрах чирлеççĕ. Табак тĕтĕмĕ уйрăмах сывлав çулĕсен чирĕпе час-часах чирлекен ачасемшĕн хăрушă. Туртни ÿссе çитĕнмен организмшăн, çитĕннисемпе танлаштарсан, икĕ хут хăрушăрах. Çитĕннĕ çыннăн пурнăçне пĕр пачка сигарет татать пулсан, çул çитмен ачашăн çур пачка та çителĕклĕ. Табак тĕтĕмĕ куçа çиет, сывлассине йывăрлатать, пуçа, ăшчике пăтратать, ыраттарать. Çыннăн апат япăх анать. Ытти чирсене те йывăрлатать туртни.
Туртакан çамрăкăн ăс-тăнне сиенлĕ витĕм кÿрет табак. Çын хăвăрт манса каякан пулать, çийĕнчех тавçăраймасть, астуса юлаймасть, вăл хăвăрт шăрчахланать.
Сиенне пĕле тăркач мĕншĕн туртма пуçлаççĕ-ха çамрăксем; Нумай чухне çак киревсĕр йăлана пĕр-пĕрне кура, çитĕннисем пек курăнма тăрăшнипе тытăнаççĕ. Ашшĕ, пиччĕшĕсем, юлташĕсем, фильмсенче артистсем, юрăçсем туртнине кура халиччен сигарет-пируса çăвара хыпман çамрăкăн та ăна хыпса пăхас, вăл мĕнлерех витĕм кÿнине пĕлес килет. Çавăнтан туртасси хăнăхăва куçать, усал йăла пулса тăрать.
Туртма пăрахас шухăшлă, анчах ку таранччен пăрахма вăй çитереймен çынсене çапла сĕнес килет:
ирхине тăрсан, пирвайхи сигарета çăвара хыпас туртăма май пур таран каярах вăхăта куçарса пырăр. Апат çийиччен маларах пируса нихăçан та çăвара ан хыпăр;
туртмаллине нумайшар пачка туянса ан хурăр. Пĕрне туртса пĕтермесĕр теприне ан туянăр;
пепельницăсене, зажигалкăсене, туртассине аса илтерсе тăракан ытти япаласене килте куç тĕлĕнче ан тытăр;
табак туртма юраман вырăнта ытларах пулма тăрăшăр;
туртма пăрахас шухăшлă тепĕр юлташ тупсан тата çăмăлрах. Унпа тавлашмалла пăрахма, пĕр-пĕрне контроллеме, пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пыма пулать;
пăрахма шухăш тытрăр пулсан, çав вăхăта ырана, виçмине куçарса ан пырăр, шухăшланă кунранах тытăнăр. Сигарета тăтăшах килте “манса хăварăр”, кĕсьере пачка пур-тăк алă пыратех.
Туртма пăрахасси хăвăртан, хăвăрăн кăмăл çирĕплĕхĕнчен кăна килет. Кашни çыннăн сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшмалла. Пурнăç вĕт çав тери илемлĕ, çавăнпа паха та. Апла пулсан, мĕншĕн-ха хамăр ĕмĕре те, çынсенне те табак тĕтĕмĕпе кĕскететпĕр;
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика