АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын куççулĕ çĕре ÿкмест (Правопорядок, общество)

30 мая 2008 г.

Юлашки 10–15 çулта ялсенче эрех ĕçесси анлăн сарăлчĕ. Ватти те, çамрăкки те ĕçет. Раççей чи ĕçекен çĕршыв пулса тăнăнах туйăнать. Эрехе пула мĕн чухлĕ çын преступлени тăвать, çемье арканать, ачасем тăлăха тăрса юлаççĕ, ĕçекен ашшĕ-амăшĕн ачисем çурма ăслă çуралаççĕ. Эрехе лавккара кăна мар, харпăр килĕрен те сутаççĕ. Ĕçме юрăхлă вăл е çук – никам та пĕлмест. Алăран туяннă эрехе пула нумайăшĕ инвалид пулса тăчĕ, куçсăр, ал-урасăр тăрса юлчĕ, алла вăхăтсăр туя тытрĕ. Тата мĕнле аргумент илсе кăтартмалла-ши эрех сиенне çирĕплетме;
Акă мартăн 20-мĕшĕнче район сучĕ Тĕмер ялĕнче пурăнакан А.Кислов ĕçне пăхса тухрĕ. А.Кислов 1967 çулта çуралнă, çемьесĕр. “Победа” тулли мар яваплăхлă обществăра трактористра ĕçленĕ. 2007 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче ăна район сучĕ РФ УКн 158 статйин 2-мĕш пайĕн “б” пункчĕпе айăпласа ĕçлесе юсанмалли çирĕп режимлă колоние яма приговор кăларнă. Анчах Кислов тÿрленес çул çине тăрас темен. Вăл укçа тумалли ансат мел шутласа тупнă – килте сăмакун юхтарса сутма тытăннă. Çак тĕслĕх 2008 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче тата январĕн 21-мĕшĕнче çирĕпленнĕ. Çапла январĕн 21-мĕшĕнче вăл хăйсен ял çыннине Ф.Иванова икĕ хутчен 40-шер тенкĕлле икĕ çур литр сутнă. А.Кисловăн умĕнхи айăплав вăхăчĕ те тухман.
Суд ку хутĕнче Кислова Уголовнăй Кодексăн 238 статйин 1-мĕш пайĕпе айăпласа 7000 тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăнчĕ. Приговора кăларнă чух суд А.Кислов хăйĕн йăнăшĕсене ăнланса ÿкĕннине, хăйĕн хуçалăхĕпе пурăннине, вăл ĕçленине шута илчĕ.
1941 çулта Сăхăтпуçĕнче çуралнă, Ямпулатра пурăнакан А.Григорьева çулĕсем çитнипе пенсие тухнă. Пенси укçи ватах шутланман Анна Николаевнана типтерлĕн пурăнма çитмелле пек. Анчах вăл та укçа тăвас тĕллевпе килте сăмакун юхтарса сутнă. Унăн килĕнче виçшер литрлă икĕ кĕленче банка спиртлă шĕвек тупнă. Судра вăл хăй тĕлĕшпе тăратнă айăпа йышăнчĕ, уншăн ÿкĕнчĕ. Ял тăрăх администрацийĕнчен Анна Николаевнана лайăх характеристика панă. Суд çаксене шута илсе хĕрарăма 4000 тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăнчĕ.
Виталий Юркин 1966 çулта Чутей ялĕнче çуралнă. Ниçта та ĕçлемест, халиччен судпа айăпланман. Килĕнче çул çитмен ача пур, тепри – вĕренет. Вăл ÿсĕрпе хăйĕн кÿршин мунча лаççинчен 40 литрлă хуран вăрласа тухнă. Ниçта та ĕçлемен, анчах сыпкалама юратаканскере ял тăрăхĕнче ырласах каймаççĕ. В.Юркин судра хăйĕн айăпне туллин йышăнчĕ, уншăн ÿкĕнчĕ. Килте çул çитмен ача пуррине шута илсе, суд ăна 1 çулталăк та 6 уйăх ĕçлесе юсанма вăхăт пачĕ, ĕç укçин 15 процентне патшалăх уссине тытса пырĕç.
46 çулхи Н.Юркин (Чутей) хăйне вăрă ĕçĕ тунă тесе шутламасть. Анчах та унăн хăтланăшĕсене пăхас-тăк, вăл та Уголовнăй Кодексăн 158 статйин 3-мĕш пайĕн “а” пункчĕпе айăпланма тивĕç. Кăçалхи январĕн 23-мĕшĕнче Н.Юркин Ю.Яклашкина кил хуçалăхĕнчен хуçинчен ыйтмасăр “Урал-2 электрон” бензопăчкă, 2 стартер кĕрсе илнĕ. Н.Юркин питĕрнĕ хуралтăна алăк пробойне тăпăлтарса кĕнĕ, пăчкăна тĕпсакайĕнчен илсе тухнă. Нивушлĕ ют хуçалăха çав меслетпе кĕни вăрлас шухăша çирĕплетмест; Ю.Яклашкинан мăшăрĕ пурăннă чухне Николай Петрович çав пăчкăпа усă куркаланă. Ку хутĕнче вăл бензопăчкăпа татмаллине те татса ĕлкереймен, Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Анчах пăчкине хуçине тавăрса паман, пĕчĕк пÿртне пытарса хăварнă. Милицине пĕлтерессипе хăратсан тин мăшăрĕ бензопăчкăна хуçине тавăрса панă. Суд Н.Юркина 158 статьян 3 пайĕн “а” пункчĕпе айăпларĕ, 2 çул та 6 уйăха ирĕклĕх прависĕр хăварма йышăнчĕ, анчах условно.
Виталий Павлович Моисеев Киччĕрен, 1961 çулта çуралнă. Çемйипе уйрăлнă. Ниçта та ĕçлемест. 2006 çулта ăна Элĕк районĕн сучĕ УКн 325 статйин 2-мĕш, 30-мĕш статьян 3-мĕш пайĕн “г” пункчĕпе тата 158 статьян 2-мĕш пайĕпе, 69 статьян 2-мĕш пайĕпе, 73 статьяпа айăпласа çулталăка ирĕклĕх прависĕр хăварма (условно) приговор кăларнă. 2006 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Шупашкар хулин Калинински районĕн сучĕ условнăй айăплава улăштарса В.Моисеева УКн 161 тата 119 статьясен 1-мĕш пайĕсемпе айăпласа ирĕклĕх прависĕр хăварнă.
В.Моисеев иртнĕ çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче вăйпа хăратса хĕрарăмран 300 тенкĕ укçа тăпăлтарса илнĕ. Декакбрĕн 12-мĕшĕнче вăлах ÿсĕрпе П.Рванцов килне пырса çĕçĕпе хăратнă. Район сучĕ ăна ку хутĕнче УКн 69 статйин 3-мĕш тата 71 статьян 1-мĕш пайĕсемпе айăпласа 4 çулталăка çирĕп режимлă колоние яма йышăнчĕ.
Çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхсем пурте йывăрах мар е вăтам йывăрăш преступленисем шутланаççĕ. Вĕсем пурте закона пăсса килте спиртлă шĕвек сутнипе е ÿсĕрпе ют пурлăха çаратнипе çыхăннă. Закон вара кирек мĕнле преступленишĕн те айăплать. Закона пăсрăн пулсан, явап тытма тивет. Апла пулсан, законсене пăхăнса, йĕркесене пăсмасăр пурăнма вĕренмелле.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика