АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дояркăсемпе осеменаторсен конкурсĕнче (Сельское хозяйство, экономика)

30 мая 2008 г.

Дояркăсемпе осеменаторсен конкурсĕнче (Сельское хозяйство, экономика)

Çу уйăхĕн вĕçĕнче çулленех районта дояркăсемпе осеменаторсен конкурсне йĕркелеççĕ. Кăçал ĕне сăвас е пĕтĕлентерес ăсталăха кăтартма кăмăл тăвакансен йышĕ ÿсни савăнтарчĕ. Ленин ячĕллĕ ЯХПКра пухăнчĕç вĕсем. Çанталăкĕ те выльăх пăхакансене пулăшасшăн пулчĕ çав кун, тÿпери сарă хĕвел, кашнинех мала тухма хавхалантарса, ăшшине çĕр çине сапаларĕ те сапаларĕ.
Экономика, пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн ертÿçи В.Ванерке сăмах илчĕ малтан. “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçлас енĕпе Чăваш Ен Раççей Правительстви лартнă мĕн пур тĕллевсене пурнăçласа чи лайăх кăтартусене çĕнсе илнĕ сакăр регион лидер шутне кĕрет, тенĕ Чăваш Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Аш-какай, сĕт туса илесси ÿснине палăртать республика ертÿçи. Тăвай енре те ку енĕпе лару-тăру начар мар. Продукци мĕнле туса илесси кадрсен ăсталăхĕнчен те килет. Çавăнпа машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе осеменаторсен тупăшăвне тăтăшах ирттереççĕ. Эпир те паян хамăр ăсталăхпа паллаштарма пухăнтăмăр. Ăнăçу сунатăп сире пурне те”, – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Владимир Алексеевич.
Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 250 ĕне шутланать, пăрулаттаракан уйрăмрипе пĕрле пурĕ 10 доярка вăй хурать. Паянхи куна пĕр ĕне пуçне 10,8 килограмм "районĕпе 11 килограмм" сĕт сăваççĕ тăрмăшсем. Дояркăсенчен чи лайăх кăтартуллисенчен пĕри Эмма Георгиевна Денисова иккен, вăл чылай çул хушши фермăра тăрăшать, 25 ĕне пăхать халь.
Çавăн пекех асăннă хуçалăхри Галина Владимировна Павлова осеменатор пирки те лайăххине кăна каламалла. Вăл темиçе çул каялла республикăра район чысне хÿтĕлесе çĕнтерÿçĕ те пулса тăнă. Вунă çул ытла ĕнесем хăйсене мĕнле туйнине сăнать, вăхăтра пĕтĕлентерет выльăхсене, ял çыннисене те тивĕçтерет ку енĕпе.
Ленин ячĕллĕ ЯХПК ертÿçи Виктор Владимирович Николаев ытти кăтартусемпе те кĕскен паллаштарчĕ, ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ.
Экономика, пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн тĕп зоотехникĕ Елена Александровна Михайлова конкурссен йĕркисемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Чи малтанах ĕне сумалли аппарата мĕнле салатса пухмаллине пĕлтĕр республикăри конкурсра лайăх тупăшнă Алина Леонидовна Медведева (“Шимкусский” ЯХПК) кăтартрĕ. Унăн аллисем выляса кăна тăраççĕ. Асăннă ăмăртăва тăрмăшсем пуçларĕç, ĕмĕрĕпе фермăра вăй хунă Э.Денисова дояркăн аппарата салатса пухасси начар мар пулчĕ. А.Медведева (”Шимкусский”), В.Васильева (”Красная Чувашия”), М.Никитина (Кармалти фермер хуçалăхĕ), Л.Гурьева (”Новый путь”) унран юласшăн пулмарĕç.
Осеменаторсем кăçал ытларах пухăннă. Вĕсен пĕлĕвне ветстанци начальникĕ А.Шакин, “Чувашское” общество зоотехникĕ М.Кузьмина тĕрĕслерĕç. Л.Иванова (”Новый путь”), В.Табаев (”Акконд-агро фирма”), Н.Баранова (”Дружба”), Г.Павлова (Ленин ячĕллĕ), А.Юзукова (Кармалти ф. хуç.), З.Софронова (”Кр.Чувашия”) хăйсен пĕлĕвĕпе, ĕнесене пĕтĕлентерес опычĕпе паллаштарчĕç. Пăру илес кăтарту мĕнле пулнине те шута илчĕç. Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн Лидия Федоровна кăçал та çĕнтерни палăрчĕ. Виталий Федоровичпа Наталья Николаевна иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Зоя Николаевна ĕмĕрĕпех осеменаторта тăрăшать иккен, çитес çул тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленет.
Дояркăсем иккĕмĕш тапхăрĕнче аппаратпа ĕне суса кăтартрĕç. А.Медведевана (”Шимкусский”) çитекенни пулмарĕ. Ыттисем те конкурс йĕркисене çирĕп пăхăнса тупăшрĕç.
Виççĕмĕш конкурс та хĕрÿ иртрĕ. Кунта ыйтусем çине хуравлассине чи малтан М.Никитина (Грачев ф.х.) вĕçлерĕ. Операторсен пĕлĕвне конкурс комиссийĕ, управленири Е.Михайлова, “Шимкусский” ЯХПКри Г.Петровпа “Красная Чувашияри” Л.Васильева (тĕп зоотехниксем) тĕплĕн тĕрĕслерĕç.
Дояркăсем хушшинче А.Медведевапа (”Шимкусский”) В.Васильева (”Кр.Чувашия”), пĕрешкел балл пухса, çĕнтерчĕç. Э.Денисовапа (Ленин ячĕллĕ) М.Никитина (Грачев ф.х.) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Малти вырăнсене йышăннă дояркăсемпе осеменаторсене управлени пуçлăхĕ В.Ванерке хаклă парнесемпе чысларĕ. Ю.Александров (”Новый путь”), В.Николаев (Ленин ячĕллĕ), В.Грачев (Грачев ф.х.) ертÿçĕсем хăйсен ĕçченĕсене хавхалантарнине курма кăмăллă пулчĕ. Асăннă конкурса ирттерме пулăшнă спонсорсене тав тăваççĕ йĕркелекенсем.
Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче пулакан республикăри конкурса А.Медведевапа («Шимкусский») Л.Иванова («Новый путь») каяççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: мала тухнă А.Медведева доярка конкурс вăхăтĕнче.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика