АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă хĕрарăм (Культура, общество)

27 мая 2008 г.

Питĕ маттур вĕсем пирĕн, районти библиотекăсен работникĕсем. Ĕç укçи çителĕклĕ илеймеççĕ пулин те, хăйсене шанса панă тивĕçĕсене çÿллĕ шайра туса пыраççĕ. Тавах вĕсене çакăншăн.
Манăн Тăвайри тĕп библиотекăра вăй хуракан Н.Соколова пирки сăмах хускатас килет. Вăл пирĕн района 1983 çулта килчĕ ĕçлеме. Чăвашла пĕлместĕп тесе шикленмерĕ, çанă тавăрсах ĕçе пуçăнчĕ вырăс хĕрĕ. Ăнланать-и, ăнланмасть-и, пуринпе те сăмах хушать. Хĕр ăçта ĕçлеме каять, çавăнта качча каять, теççĕ. Нина Евгеньевнана та вĕçертмен Тăвай ялĕн каччи. Çемье çавăрса икĕ ывăл çитĕнтерчĕç мăшăрĕпе, ачисем халь Шупашкарта аслă пĕлÿ илеççĕ. Н.Соколова библиотекарьсĕр районта пĕр мероприяти те иртмест, тесен те йăнăш мар. “Çук”, – темест вăл нихăçан та, ыйтнине хавхаланупа пурнăçлать. “Хĕл”, “Çуркунне”, “Вупăр карчăк”, “Вилĕмсĕр Кащей” сăнарсене Нина Евгеньевна вылянисем халĕ те асрах.
Чылайранпа районти культура ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕнче вăй хурать. Кама кăна пулăшман пуль çавна май;
Тăвайра тĕслĕх библиотеки уçăлсан Н.Соколована правăпа информаци пайĕн заведующине куçарнă. Ун патне тăтăшах вĕренекенсем, студентсем, вулама юратакансем пыраççĕ. Пурин ыйтăвне те вăхăтра татса пама тăрăшать вăл, кашнинпе пĕр чĕлхе тупать.
Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне уявланă май, Н.Соколована тата ытти ĕçченсене те саламласа çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунас килет.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика