АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Таса шыв” Чăваш Ен сывлăхĕшĕн (Экология, социальная обеспеченность)

27 мая 2008 г.

Майăн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри “Пĕрлĕхлĕ Раççей” политика партийĕн информаци центрĕнче партин “Таса шыв” проекчĕпе канашлу иртнĕ.
–Канашлăва “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин Аслă совечĕн Председателĕ, Патшалăх Думин Председателĕ Борис Грызлов ирттерчĕ, – тенĕ Чăваш Енрен унта хутшăннă Владимир Тимофеев, ЧР Патшалăх Канашĕн экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи комитечĕн председателĕ, ЧР ПК “Пĕрлĕхлĕ Раççей” фракци членĕ. Пирĕн республикăра шăпах вăл партин “Таса шыв” проекчĕн координаторĕ шутланать. Борис Грызлов асăннă проект пирĕн çĕршывра çынсен пурнăç тăршшĕне паянхи 60 çул кăшт ытларахран 2020 çул тĕлне 75 çула çити ÿстерес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Çапла майпа пахалăхлă шыв ĕçсе пурăннипе çĕршыври çынсен ĕмĕрĕн тăршшĕне вăрăмлатма витĕм кÿрес задачăна пурнăçлама тĕллев лартнă парти.
Партин “Таса шыв” проектне тăруках темиçе енĕпе пурнăçа кĕртсе пыма пăхнă. Ку вăл экологи те, шыв пăрăхĕсен шанчăклăхĕ те, нумай хваттерлĕ çуртсене пĕрлехи фильтрсемпе тивĕçтерни те, паха шыв упранакан çĕнĕ вырăнсене тупса палăртни те, ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕнчи шыв пахалăхне тĕрĕслесе тăни те, тата ытти те. Малашне ĕçмелли шыв пахалăхне тивĕçлĕ шая çитерме май паракан çĕнĕ технологисем ĕçе кĕртме те планлаççĕ. Çапла вара шыв тасалнисĕр пуçне организм питĕ кирлĕ микроэлементсемпе те пуянланĕ.
Ĕç ушкăнĕ умĕнче тăракан пĕрремĕш задача вăл – Чăваш Енре ĕçмелли шыв тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва палăртма мониторинг ирттересси. “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин регионри уйрăмĕ анализ мĕнле туса ирттернине çирĕп тĕрĕслесе тăрĕ. Мониторинг Чăваш Енри чи “йăваш” вырăнсене палăртма май парĕ. Кунашкал ыйтусене федераци тата регион шайĕнче мĕнле татса панине те тишкермелле. Юлашкинчен, ку чухнехи технологисене шута илсе уйрăмах эффективлă техника йышăнăвĕсемпе мероприятисем тата сĕнÿсем туса хатĕрлемелле. Канашлура каланă тăрăх, халех ĕнтĕ шыва хлорпа усă курмасăр сиенсĕрлетмелли çĕнĕ хатĕрлевсем пур. Патшалăхăн “Таса шыв” программи картинче “Антихлор” ятпа подпрограмма пурнăçа кĕртме пăхнă. Шыва тасатмалли сывлăхшăн хăрушсăр мар кивĕ меслетсенчен хăтăлса пымалла.
–Пирĕн “Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси” тĕллевлĕ программа пур. Партин тин вăй илекен “Таса шыв” программи вара республика программине чылай пысăкрах шайра пурнăçа кĕртме, хамăр республикăра пурăнакан çынсен пурнăç тăршшĕпе пахалăхне ÿстерме пулăшĕ, – тенĕ В.Тимофеев.
Проект çынсен сывлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе, партин Аслă совечĕн Председателĕ Борис Грызлов Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин патне “Таса шыв” парти проектне патшалăх программин статусне парас пирки сĕнÿ тăратнă. 2008 çул вĕçлениччен туса хатĕрлекен çĕнĕ программа приоритетлă вăй-хăват илĕ.
“Таса шыв” проекта çакнашкал пĕлтерĕш пани Тăвай ен халăхĕшĕн те пысăк усă пулнă пулĕччĕ, районăн “Тăвай районĕнчи халăха 2005-2008 çулсенче ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси” программине çĕнĕ вăй кĕртĕччĕ. Районта ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерессине пур ялта та çĕнетсе лайăхлатма пăхнă. Хальлĕхе çакна Тăрмăшпа Пуянкасси ялĕсенче пурнăçланă. Йăнтăрчă ял тăрăхĕнчи тата ытти хăш-пĕр ялсен те проектсем хатĕр. Çапла вара “Таса шыв” проекта приоритетлă пĕлтерĕш пани пысăк витĕм кÿмелле.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика