АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххисен шутĕнче (Образование)

27 мая 2008 г.

Лайăххисен шутĕнче (Образование)

Шкулта “Çамрăк журналист” кружок ĕçлет. Ăна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Витальевна Евдокимова ертсе пырать. Вăл тăрăшнипех вĕренекенсем иккĕмĕш çул компьютерпа усă курса “Тимяш” хаçат кăларса тăраççĕ. Иртнĕ çулхи декабрьте Çĕнĕ Шупашкарти “Грани” издательство çурчĕ шкул хаçачĕсен конкурсне ирттерчĕ. Шкул пурнăçне лайăх çутатнăшăн тăвайсем унта I степеньлĕ диплома тивĕçрĕç.
Çамрăк журналистсем тĕпчев ĕçĕсем те çыраççĕ. “Ачалăх” республикин информаци министрĕ А.Королевапа кадет класĕнче вĕренекен Т.Хадиатулина республикăри вĕренекенсен пултарулăхĕн “Exelsior” конференци-фестивале “Интервью – журналистика жанрĕcен системинче” тата “Кадетсен пурнăçĕ ку чухнехи Чăваш Ен прессин тĕкĕрĕнче” тĕпчев ĕçĕсемпе хутшăнчĕç. Куçăмсăр тура 21 район, 5 хула, ЧПУ гимназийĕн, Тутар Республикин шкулĕсенче вĕренекенсем пурĕ 912 ĕç тăратнă. Алиса финалта çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ (пĕлтĕр вăл Г.Федорова хыççăн иккĕмĕш пулнăччĕ). Таня та чи лайăх 5 ĕç авторĕ шутне кĕме пултарчĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: “Exelsior” фестиваль çĕнтерÿçи Алиса Королева.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика