АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕмерти акатуйра (Общество, культура)

27 мая 2008 г.

Ĕçе вĕçлесен, савăнма та кăмăллă. Тĕмер енчи хуçалăхсем çурхи ĕçсене вĕçлерĕç те, вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕ пуçарнипе акатуйне пухăнчĕç. Унчченхи больница çывăхĕнчи вăрман уçланкинче савăнчĕç çĕр ĕçлекенсем.
Акатуй–2008 уявне Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.И. Иванов уçрĕ, пухăннисене ăшшăн саламларĕ, сăмах каларĕ. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тума, пĕрле пухăнса савăнма сăлтавсем пур, терĕ вăл. Хуçалăхсем тырăпа ытти ял хуçалăх культурисене вăхăтра акса хăварчĕç, иртнĕ çулхисенчен ытларах та акнă кăçал. Çакăнпа пĕрлех пурлăхпа техника базине те пуянлатса пынă. Тĕслĕхрен, “Победа” ООО Т-150 трактор, “Енисей” комбайн, Кармалти фермер хуçалăхĕ икĕ МТЗ трактор тата пĕр комбайн туяннă. Çĕр пайĕсене йĕркелесе çитерсе хуçисене çирĕплетсе парассипе те ĕçсем начар мар пулса пыраççĕ, пĕлтерчĕ Г.Иванов. Вăл ĕçре палăрнисене Тав хучĕсем, энциклопедисем парса чысларĕ.
ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ, “Победа” ООО гендиректорĕ П.М.Катяков обществăра ĕçлекенсен çитĕнĕвĕсем çинчен каларĕ. Тĕмерсем акара тăрăшса ĕçлерĕç, нумай вăй хучĕç, тĕш тырăпа ытти культурăсене пĕлтĕрхинчен нумай акса хăварчĕç, çерем ватса та акрĕç. Вăрлăхпа пĕрле удобрени панă, кĕр калчисене те апатлантарнă. Фермăсенче те ĕçсем аванлансах пыраççĕ, сăвăм чылай хушăннă халĕ, терĕ Петр Михайлович, ĕçченсене мухтарĕ. “Победа” обществăн ĕç тăвакан директорĕ Л.И.Гладкова та çурхи ĕçсене епле ирттерни, выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарни тата малашнехи ĕçсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, ĕçре маттур çынсене ырларĕ. П.Катяковпа Л.Гладкова нумай ĕçчене Тав хучĕсем, хаклă парнесем парса чысларĕç тата укçан хавхалантарчĕç. Ака-сухапа фермăра, машина-трактор паркĕпе йĕтемре ĕçлекенсем тивĕçрĕç вĕсене.
П.Катяков Шупашкартан “Сеспель” ансамбль илсе килнĕ. Лайăх концертпа савăнтарчĕ вăл халăха. Петр Михайлович хăй те юрласа пачĕ юратнă юррине. Сĕнтĕрвăрринчен “Катя” магазин та килнĕ пĕрле. “Тăвайри кооператив” магазинĕсемпе киосксем те суту-илÿ турĕç. “Победа” общество шÿрпепе хăналарĕ, шашлăк та пулчĕ. Акатуйра волейболла выляса, пукан çĕклесе (Валерий Большов), алă вăйĕ виçсе, хĕрарăмсем те, арçынсем те вĕрен туртса, пĕрене çинче михĕпе кĕрешсе, шалча çине хăпарса ăмăртрĕç. Волейболла выляса вăтаяльсем така çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсене пурне те призсем панă. Юлашкинчен халăх ташласа та юрласа савăннă акатуйра.
Акатуй йĕркелесе ирттерме спонсорсем пулăшнă: П.М.Катяков, “Победа” ООО тата С.В.Петров, С.В.Хумышев, Л.В.Канясев. Вĕсем пурте тав сăмахне тивĕçлĕ çакăн пек савăк акатуйшăн. Кармалсем вара хутшăнман. Хаваслă лару-тăрăва çумăр та чăрмав кÿреймен, вара ирĕксĕрех хĕвелĕн курăнма тивнĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика