АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана путасран çăлнă (Происшествие)

23 мая 2008 г.

Кăçалхи шыва кĕмелли сезона районта инкексĕр ирттерес тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн “ЧР юханшывсемпе кÿлĕсенче шыва кĕнĕ чухне çынсен пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕшĕн тимлемелли çинчен” ятлă хушăвне пурнăçлас тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Иванов ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчех йышăну кăларнă.
Ун тăрăх ялсенче пуринче те юханшыв тарăнăшне тĕпчесе, шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем туса хумалла, коллективпа канма юракан е пурнăçшăн хăрушă пулма пултаракан лаптăксене тивĕçлĕ знаксемпе палăртмалла. Аслисене те ачасене те, çулла шывра хăйсене мĕнле тытмалли пирки ăнлантармалла, шыв çинчи хăрушсăрлăхшăн уйăхлăх ирттермелле тата ытти те.
Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Мучар ялĕнчи Октябрьски урамри пĕвере чутах пысăк инкек пулман. Ача садне çÿрекен 4 çулхи М.Белков пĕчĕк кĕпер çинче вылянă чух ăнсăртран пĕвери шыва ÿкнĕ. Çав вăхăтра аслăраххисем унта-кунта чупса çÿренĕ, ашшĕпе амăшĕ çĕрулми лартнă. Юрать-ха Шупашкарти больницăра ĕçлекен Ольга Александровна Швардакова иртсе пынă. Вăл ачана хăвăрт шывран туртса кăларнă та пĕрремĕш пулăшу панă. Арçын ачана вилĕмрен çăлнăшăн ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем О.Швардакована тав тунă.
Çавăнпа пурне те тепĕр хут асăрхаттарас килет. Çуллахи вăхăтра пĕчĕккисене юханшывсемпе кÿлĕсем çывăхĕнче аслисемсĕр ан хăварăр. Хăвăр та шывра питĕ тимлĕ пулăр.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика