АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕре кĕскетеççĕ (Общество, здравоохранение)

23 мая 2008 г.

Наркотиксемпе усă куракан çынсене тĕсрен пăхсах уйăрма пулать. Хăйсене ÿсĕр çын пек тыткалаççĕ, сулăнса кайма пултараççĕ. Куçĕсем йăлкăшаççĕ, куç шăрçисем е сарăлса каяççĕ, е пĕрĕнсе лараççĕ. Шприцсемпе усă куракан наркомансен ÿт çинче йĕппе шăтарнă йĕрсем нумай пулаççĕ.
Опийпе, морфинпа, героинпа усă куракансем хăйсен çулĕсенчен ватăрах курăнаççĕ. Çÿçĕ тĕксĕмленет, татăлать, ÿчĕ шуранка, типĕ, пĕркеленчĕк. Куç шăрçи пĕчĕкленсе ларать, хăвăрт калаçаççĕ, хăйсене чĕрĕ тытаççĕ. Дозăран ирттерсе усă курсан, ыйхăллăн, анранăн курăнаççĕ.
Кантăрпа, марихуанăпа, гашишпа усă куракансем сăлтавсăрах кулма е темрен хăранăн тарма пултараççĕ. Куç шăрçисем чарăлаççĕ, пичĕ, куç хупанкисем хĕрелеççĕ. Хăвăрттăн сывлаççĕ, тытăнчăклă калаçаççĕ. Наркотикпе ÿсĕрĕлнĕ çын ним пирки те шухăшламасть, хăйне çăмăлттай тытать.
Тăтăш эфедронпа шăтарăнакансен сасси хăйăлти, вăйсăр, чĕлхи çуркаланса пĕтнĕ, куçĕсем путса кĕнĕ. Пÿрнисем, куç хупанкисем чĕтреççĕ. Сăлтавсăрах таçта хыпаланаççĕ, хусканăвĕсем хăвăрт пулаççĕ.
Наркотикле хатĕрсем çын организмĕшĕн сиенлĕ, сывлăха хавшатаççĕ, ĕмĕре кĕскетеççĕ.
Чи лайăххи – наркотикле хатĕрсемпе вуçех усă курманни. Пĕр хăнăхсан, вĕсенчен хăтăлма çав тери йывăр.
Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче республикăра наркоманипе, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 251 преступление, наркотик сутакан 40 çынна тупса палăртнă, 87 çынна уголовнăй майпа явап тыттарнă.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика