АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай шкулĕ çĕнтерчĕ (Образование)

23 мая 2008 г.

Районти çамрăк пушарниксен ăмăртăвне пур вăтам шкул та хутшăнчĕ. Палăртма кăмăллă, командăсем лайăх хатĕрленнĕ тупăшусене.
Малтанах кĕçĕн ÿсĕмри вут-кăвара хирĕç кĕрешекенсем тĕрлĕ чăрмавсемпе 80 метрлă, вăтам тата аслă ушкăнрисем 100 метрлă дистанцие чупса тухрĕç. Хÿме урлă сиксе, пĕрене тăрăх чупса каçрĕç, аллисенчи насус пыршисене хăвăрт салатса пĕр вĕçне “агрегат” çумне çирĕплетрĕç. Кĕçĕн ушкăнра малти виçĕ вырăна Е.Баданов, М.Кузьмин (Мучар), А.Михайлов (Йăнтăрчă) тухрĕç.
Вăтам тата аслă классенчи ачасем хушшинче те 1-мĕш вырăна Мучар шкулĕнчисемех, Е.Кирилловпа Н.Шмыков, йышăнчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче – О. Григорьевпа (Тăвай) М.Зайцев (Йăнтăрчă) тата Г.Васильевпа Е.Павлов (иккĕшĕ те Тушкилтен).
Иккĕмĕш хута пусмапа хăпарассипе чи лайăх кăтарту Тăрмăшри М.Ивановпа Йăнтăрчăри К.Кирилловпа М.Зайцевăн пулчĕ. Иккĕмĕшĕнче – К.Петров, И.Шамбулин, С. Иванов (Çĕнĕ Пуянкасси, Чутей, Тăвай шкулĕсенчен), виççĕмĕшĕнче – В.Жилкин, А.Петров, Е.Храмов (Тĕмер, Чутей, Йăнтăрчă шкулĕсенчен).
Виççĕмĕш тупăшу – пушар кранĕнчен шыв парса вут-кăвара хăвăрт сÿнтерме хатĕрленесси. Пур команда та ку ăмăртăва вăйлă хатĕрленнĕ. Ку енĕпе Тăвай, Тĕмер, Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсен командисем палăрчĕç.
Виçĕ енлĕ ăмăртусене пĕтĕмлетсен, чи лайăх кăтарту Тăвайри вăтам шкулăн пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Тĕмерпе Мучар командисем пайларĕç.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика