АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Класра – çемье уявĕ (Образование, общество)

23 мая 2008 г.

Çемье – пурнăç илемĕ, тĕрекĕ. Çемьере чи хисеплĕ, чи ăслă çынсем вара пирĕн асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем. Çапах та “Чи, чи, чи...” вара – пирĕн аннесем.
Çемье кунне уявлама Тĕмер шкулĕнчи 2-мĕш класа ашшĕ-амăшĕсем, асламăшĕсем, аппăшĕсем пухăнчĕç. Класс ертÿçи Р.А.Иванова çемье кунне 1994 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнчен паллă тума тытăнни çинчен каласа пачĕ.
–Туслă çемье – сывă обществăн çирĕп никĕсĕ. 2008 çула Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç,– терĕ Раиса Александровна.– Çемье мĕн чухлĕ йышлăрах, çавăн чухлĕ туслăрах, вăйлăрах.
Большовсен, Красновсен, Яковлевсен, Юнусовсен çемйисем пултаруллă пулчĕç уявра. Вĕсем хăйсемпе паллаштаракан плакатсем туса килнĕ. Çемйи хăçан çурални, йăлана кĕнĕ уявсем çинчен чарăнса тăчĕç. Кашниех хăйсен йăхĕн пурнăç йывăççине туса хатĕрленĕ.
Уявра ачасем юратнă çыннисене тав туса юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç. Конкурссен тупăшăвĕнче çемье, кил-йыш çинчен каланă ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене пĕлесси, интереслĕ ăмăртусем, ăс-тăн вăййисем пулчĕç.
Маттур çемьесене тав хучĕсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика