АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалхи ырлăх-пурлăхшăн (Сельское хозяйство)

23 мая 2008 г.

Кăçалхи ырлăх-пурлăхшăн (Сельское хозяйство)

Çăва тухсан, ялта пĕр ĕç тепринпе сыпăнсах пырать. Çур тыррисене вăхăтра акса хăварчĕç кăçал çĕр ĕçлекенсем. Ака тăвасси тар тăкмасăр пулмасть пулин те, ĕçе вăхăтра, лайăх туни савăнăç кÿрет. Мĕн акнă, вăл пĕрех шăтать. Халĕ нÿрĕкпе ăшă кăна ытларах кирлĕ ĕнтĕ.
Ял ĕçченĕсем пирки уя тухман, уй курман темелли çук. Вĕсем паян кун та уйра. Йăнтăрчăсем акă кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлесе хураççĕ, икĕ агрегат ĕçлет хура пусăра. Тушкилсем тырă пуссисенчи çумкурăксене пĕтерме гербицид сапаççĕ. Тенеяльсем вара, чĕкĕнтĕр акса пĕтернĕ те, çĕрулми лартма тухнă уя. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акă 22 гектар йышăннă улăхра. Пĕлтĕр тупăш лайăх панăран, кăçал унăн лаптăкне тепĕртак ÿстернĕ.
Çĕрулми вăрлăхĕ те лайăх кăчкăланнă. Эпир шăпах ăна лартма тытăннă тĕле çитрĕмĕр. Халичченхи пекех, Валерий Андреев лартать “иккĕмĕш çăкăра”, вăл сажалкăпа тухнă ана çине. Кĕçех удобрени тултарчĕç, вăрлăх – агрегат пĕрремĕш касăсене çĕрулми лартма тытăнчĕ. Ĕçе пуçăнни вара çур ĕç тунипе тан. Тенеяльсен, “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕн эппин, çĕрулми çулленех тухăçлă çитĕнет, сахал мар тупăш кÿрет. Кăçал та çапла пулĕ. Анине кĕркуннех сухаласа хăварнă. Çуркунне сÿрелесе нÿрĕк хупланă. Халĕ, лартас умĕн, Сергей Сергеевпа Владимир Ермолаев "ун вырăнне Андрей Гурьев тухнăччĕ" культиваторсемпе çĕре кăпкалатса хатĕрлеççĕ. Кăпăшка пулать вĕсем хыççăн ана. Çĕрулмине шăпах çавăн пек хăтлă çĕр кирлĕ те. Нÿрĕкĕ те вуçех çук мар.
Сажалкăпа лартакан Валерий Андреев механизатора Василий Васильевпа Александр Кузьмин пулăшаççĕ. Сажалка çине тиенĕ чухне вăрлăх тăкăнас-тăвас пулсан та ăна йăпăртах витре çине пуçтарса илеççĕ. Тенеяльсем тĕплĕ, пурлăха упрама пĕлеççĕ, ăна хушса пыма тăрăшаççĕ. Çавăнпах пĕтĕм культурăна удобренипе акса-лартса тăваççĕ.
Тенеяльсем çĕрулмин Невски тата Удача сорчĕсене лартаççĕ. Вăрлăха йĕтемрен агрегат патне Александр Егоров механизатор Т–25 тракторпа турттарса тăрать, тÿрех сажалка çине пушатать. Çак ĕçе аван тăвать вăл, пĕлтĕрех сăнанă эпĕ ăна.
Çĕрулми вăрлăхне йĕтемрен Надьăпа Вера Арсентьевасем, Валя Селиванова, Валя Ильина, Светлана Григорьева, Валя Ананьева, Светлана Ильина тата фермăра пăру пăхакан Людмила Зарубинапа Ирина Николаева тиесе ăсатаççĕ. Тата пĕр арçын "хăйсем пĕр автан теççĕ шÿтлесе" пур вĕсем хушшинче – Афиноген Степанов. Автоген тесе чĕнеççĕ ăна хăйсем хушшинче. Лешĕ, Афиноген Иванович, кÿренмест çакăншăн. Кунтах, ĕçлекенсемпе пĕрле, Тамара Геннадьевна Гурьева бригадир та пур. Вăл пирĕнпе пĕрле уя та тухса кĕчĕ.
Ана çине пĕлтĕр çĕрулми лартма хутшăннă Валентин Дмитриев та тухрĕ. Чун чăтмасть тухса курмасăр, пĕлтерет Валентин Геннадьевич. Халĕ вăл фермăра кăнтăрлахи хуралçăра тимлет иккен.
–Çĕрулмине вăрлăх çитнĕ таран лартатпăр, – тет хуçалăх ертÿçи Юрий Демьянович Александров. Вăл та ана çинче. Ыттине соя акма шутлать. Ăна, белоклă культура пулнăран, выльăх апачлĕх туса илме ĕмĕтленет. Пĕрлех хуçалăхра сĕт хушăнса пынăшăн та савăнать. “Ĕнесем тăваттăмĕш кун кĕтÿре. Кунсерен çĕр литр сĕт хушăнать”, – кăмăллăн каласа парать вунпĕрмĕш çул асăннă хуçалăха ертсе пыракан Юрий Демьянович.
Вăл кĕтÿçĕсем кам-кам пулнине те асăнчĕ. Виççĕн иккен: Владислав Ананьев, Андрей Арсентьев, Виталий Арсентьев. Ĕнесене каçхине фермăна илсе кĕреççĕ, витене кĕртсе сăваççĕ. Малашне картишĕнчех машинăпа сумалла тăвас шухăш та пур председатель пуçĕнче.
 
Сăн ÿкерчĕксенче: хуçалăх ертÿçи Ю.Александров (сулахайри) çĕрулми лартакансемпе калаçать.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика