АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай шкулĕн инспекторĕсем малта (Образование, правопорядок)

20 мая 2008 г.

 Ачасемпе çул çинче пулакан инкексен шутне чакарас тата вĕсенчен сыхланас тĕллевпе çулленех районта çамрăк инспекторсен конкурсĕ иртет. Кăçалхи тупăшăва 10 шкул, 40 ытла ача хутшăнчĕ.
Кашни шкулах, кашни ачах мĕнле пулин конкурсра палăрчĕ. Акă, Тăвай тата Тушкил шкулĕсенчи Даниил Степановпа Надя Петрова çул-йĕр правилисене чи лайăх пĕлекеннисем пулчĕç, шкулсем хушшинче ку енĕпе тушкилсем çĕнтерчĕç.
Инесса Михайловапа Роман Димитриев "Тăвай шкулĕ" велосипедпа фигурăсем туса ярăнассипе 1-мĕш вырăн йышăнчĕç.
Чи интересли – командăсен тупăшăвĕ. Кунта вĕсем художество пултарулăх урлă (унта юрă-ташă, сăвăсем, инсценировкăсем пулчĕç) çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн тимлемеллине сăнларĕç.
Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн 1-3 вырăнсене Тăвай, Тĕмер, Енĕш Нăрваш шкулĕсем çĕнсе илчĕç. Мала тухнисене ГИБДД уйрăмĕпе райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ ятарлă медальсем, Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç. Уйрăм конкурссенче палăрнă ачасемпе командăсене те парнесемсĕр хăвармарĕç.
Майăн 15–16-мĕшĕсенче Тăвай шкулĕнчи çамрăк инспекторсем республикăра район чысне хÿтĕлерĕç.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика