АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьесем тупăшрĕç (Культура, общество)

20 мая 2008 г.

 Тăвайри культура çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Асăннă уява культурăллă программăсен дирекцийĕ йĕркеленĕ, Н.Ивановапа О.Сидорова ертсе пычĕç. Раççейре кăçал çемье çулталăкĕ иртни пирки пĕлтерчĕç вĕсем. “Çемье çирĕплĕхĕпе пирĕн общество тĕрекленсе пырать”,– терĕç.
Район центрĕнче пурăнакан Алексеевсем, Петровсемпе Александровсем, Никитинсем хаваспах килĕшнĕ çемье кунне хутшăнма. Вĕсем хăйсем пирки каласа кăтартрĕç, кулленхи девизпа паллаштарчĕç, банан хăвăртрах çиессипе, пластилинран япала тăвассипе, пĕр алпа хаçат çурассипе, юрлассипе, тупмалли юмах тупассипе тупăшрĕç. Мала тухакансене пĕчĕк парнесемпе хавхалантарчĕç ертсе пыракансем.
“Çемье ăшши – чун уççи” ятлă кĕнекесен выставкипе паллаштарчĕ Л.Данилова библиотекарь. “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин вырăнти уйрăмĕн ертÿçи И.Петрова сăмах каларĕ. Ирина Дмитриевна уява хутшăннă çемьесене тав турĕ, пĕчĕк парнесем парса хавхалантарчĕ. Çемьере пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнма тата пухăннисене пурне те çирĕп сывлăх сунчĕ вăл. Килнĕ çемьесем уява чĕннĕшĕн тав турĕç. Çавнашкал савăнăçлă мероприятисене татах ирттерме сĕнчĕç.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика