АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар инкекĕ (Общество, происшествие)

20 мая 2008 г.

Çанталăк типĕ тăнине пула пушар хăрушлăхĕ ÿссех пычĕ. Республикăра пĕр талăк хушшинче ултшар пушар таран пулчĕ хăшпĕр чухне. Пушарсен сăлтавĕсем вара, тĕпрен илсен, çавсемех: тимлĕх çитменни, асăрхануллă пулманни, ачасем вут-кăварпа ашкăнни... Республикăра кашни тăваттăмĕш пушар ачасем вутпа вылянăран тухать. Шăрпăкпа ытларах сакăр çула çитмен ачасем ашкăнаççĕ.
Пирĕн районта та майăн 6-мĕшĕнче Вăтаялĕнчи Комсомольски урамĕнче каçпа 8 сехетре пĕр пурăнман кил хуçалăхăн нÿхреп лаççи çунма тытăннă. Тăвайри пушарниксем çийĕнчех икĕ пушар машинипе çула тухнă, анчах типĕ те çиллĕ çанталăка пула вĕсем пырса çитнĕ çĕре вут-çулăм кÿршĕсен пурăнмалли йывăç çуртне тата хуралтисене те ярса илнĕ. Пушар хыççăн вĕсен вырăнĕнче кĕл çеç юлчĕ. Пушарниксемпе ял халăхĕ икĕ енчи юнашар ларакан пурăнмалли çуртсене вут-çулăм аллинчен çăлса хăварчĕç. Анчах та пилĕк ачаллă çемье пушара пула нимсĕр тăрса юлчĕ.
Пушар сăлтавĕ – икĕ пĕчĕк ачана килте хăйсене çеç хăварни.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене, аслисене тепĕр хут çапла асăрхаттарса калас килет: çуллахи кану вăхăчĕ çитнĕ май, ачасене пушар хăрушлăхĕ пирки асăрхаттарсах тăрăр, шăрпăк таврашне вĕсем тытмалла мар вырăна хурăр, телевизор ĕçленĕ чухне пĕчĕкскерсене хăйсене кăна ан хăварăр, электроприборсемпе усă курма ирĕк ан парăр. Ваттисем каланине ялан асра тытăр: “Ача-пăчана шанакан – килсĕр-çуртсăр юлакан”.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика