АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренмешкĕн кредит (Образование, финансы)

20 мая 2008 г.

Асăннă кредит (”Образовательный кредит”) Раççей банкĕн услугисенчен чи çамрăкки шутланать. Ăна ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿ паракан учрежденисенче (техникумра, училищĕре, колледжра, университетра, академире, институтра) кăнтăрлахи, каçхи тата заочно уйрăмсенче вĕреннĕшĕн тÿлеме параççĕ. Вĕреннĕ тапхăр валли кредит линийĕ уçаççĕ. Кредитпа Раççей Федерацийĕн территорийĕнче регистрациленĕ тата договор туса тÿлевлĕ майпа (коммерци никĕсĕ çинче) специалистсем хатĕрлекен учрежденисенче вĕренсе пĕлÿ илме тивĕçтереççĕ.
Вĕренмешкĕн паракан кредита Раççей Федерацийĕн гражданĕсем ÿсĕмĕпе 14 çултан пуçласа, вĕсем вĕренÿ учрежденине тÿлевлĕ йĕркепе вĕренме кĕме палăртаççĕ е унта вĕренеççĕ пулсан илме пултараççĕ. Кредит договорне заемщикпе е созаемщикпе тăваççĕ. Вĕренекен 18 çула çитнĕ пулсан хăй те заемщик пулма пултарать. Созаемщиксем – 14 çултан пуçласа вĕренекен хăй тата унăн представителĕсем (ашшĕ-амăшĕ тата пĕлÿ илме пулăшакан ытти çынсем). Обязательнăй услови – кредита заемщик тата созаемщиксем 75 çул тултариччен татмалла.
Кредит срокне вĕренÿ тапхăрне шута илсе палăртаççĕ, анчах 11 çултан ытла мар вăхăта.
Процент ставки – çулталăка 12 процент çинчен.
Кредит укçи-тенкине пĕр харăс та е вĕренекенпе (студентпа) вĕренÿ учрежденийĕ хушшинче тунă договорпа килĕшÿллĕн пайăн-пайăн илме те юрать. Укçине вĕренÿ учрежденийĕн счечĕ çине куçараççĕ. Ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕнче вĕренме кирлĕ суммăна 100 процент таранах параççĕ, аслă професси пĕлĕвĕ паракан учрежденире вĕреннĕшĕн тÿлемелли суммăна – 90 процент таран. Ытти 10 процентран кая мар суммине заемщикпе созаемщиксем тÿлеççĕ.
Кредит суммин пысăкăшĕ ăна тÿлесе татма, тавăрма пултарнине хак панинчен тата договорпа пăхнă вĕренме кирлĕ сумма хисепĕнчен килет. Тÿлеме пултараслăха палăртнă чухне банк заемщикпе созаемщиксен тĕп ĕçĕнчен кĕрекен тупăшĕсемсĕр пуçне ытти тупăшсене те шута илет: урăх ĕçрен тупăш кĕнине; харпăр хăй практика занятийĕсенчен е законодательство хирĕçлемен ытти хăшпĕр çăлкуçсенчен илекен тупăша; ватлăхпа вăхăт çитиччен е пĕр ĕçре нумай вăй хунăшăн маларах тивĕçлĕ канăва тухса илекен пенси суммине.
Вĕренме паракан кредит илме заемщикăн (кредит илекенĕн) специалист вĕрентсе хатĕрлеме вĕренÿ учрежденийĕпе тунă договора, заемщикпе созаемщиксен тупăшĕ çинчен ĕç вырăнĕсенчен илнĕ справкăсем "2–НДФЛ формипе е банкăн формипе", паспорт тăратмалла тата заявлени-анкета çырмалла. Поручительсенне те паспорт, тĕп ĕç вырăнĕнче тупăш илнине кăтартакан справкисене тăратмалла.
Вĕренÿ учрежденийĕнче вĕреннĕ тапхăрта кредитăн тĕп пайне тавăрмалли срока каяраха куçарма пултараççĕ. Кредитпа усă курнăшăн процент укçине вара банка кашни уйăхрах тÿлеççĕ. Льготăллă тапхăр вĕçленсен, кредита пĕр тан пайсемпе тавăрса пыраççĕ. Кредитăн пĕр пайне срокчен маларах тавăрма май килсен, процента юлнă сумма хисепĕнчен уйăхсерен шутласа тÿлеççĕ.
Вĕренме паракан кредит ку чухнехи пурнăçра ятарлă вăтам тата аслă вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренсе професси илме тăрăшакансемшĕн усăллă та меллĕ. Унпа вăхăтра усă курма тăрăшăр.
.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика