АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăха аталантарса (Культура, политика, образование)

20 мая 2008 г.

 “Единая Россия” партин Тăвайри уйрăмĕ райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕпе пĕрле ачасемпе вĕренекен çамрăксен хушшинче творчество ĕçĕсен конкурсĕ ирттернĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 63 çул çитнине халалланă. Тĕп тĕллевĕсем – çамрăксене патриотла воспитани парасси, вĕренекенсен творчество пултарулăхне аталантарма пулăшасси. Конкурс 4 номинаципе иртнĕ: “Чи лайăх сочинени”, “Чи лайăх ÿкерчĕк”, “Чи лайăх сăн ÿкерчĕк”, “Чи лайăх ал ĕçĕ”. Вĕсене пĕтĕмпе 71 ача хутшăннă.
Жюри 7 çула çитмен ачасем хушшинче Александр Кабаковпа Николай Максимовăн (Çĕнçырма шкулĕ) ÿкерчĕкĕсене чи лайăххисем терĕ. Алексей Александров (Эльпуç шкулĕ), Анастасия Марьина (Тăвай), Александр Ванерке (Енĕш Нăрваш) 1-7 классем хушшинче 1-3 вырăнсене йышăнчĕç. Светлана Сергеева (Тăвай), Екатерина Коровина (Мучар), Дмитрий Федоров (Тăвай шкулĕ) – аслă ÿсĕмрисем хушшинчи çĕнтерÿçĕсем.
Чи пултаруллă ал ĕç ăстисен шутне Иван Павлова (Çĕнĕ Пуянкасси), Александр Ванеркене (Енĕш Нăрваш), Юрий Петрова (Чутей), Анастасия Павлована (Тăвай) кĕртнĕ.
“Чи лайăх сăн ÿкерчĕк” номинацире çаксем мала тухнă: 1-7 классем хушшинче – Кристина Федотова (Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ), Анастасия Александрова (Тушкил), Анжелина Александрова (Çĕнçырма). 8-11 классем хушшинче – Роман Иванов (Тăвай), Арина Максимова (Çĕнĕ Пуянкасси).
Сочиненисен конкурсĕнче жюри Тăвай, Йăнтăрчă, Тĕмер, Енĕш Нăрваш, Мучар шкулĕсенчи вĕренекенсен ĕçĕсене палăртрĕ.
Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă. Чи лайăх ĕçсене республикăри конкурса тăратнă.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика