АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЛЕКСЕЙ АЛЬФОНС – “Филантроп” Преми лауреачĕ (Общество, культура)

20 мая 2008 г.

Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществине туса хунăранпа 20 çул çитнĕ тĕле Шупашкара ырă хыпар çитрĕ. Пирĕн ентеш Алексей Альфонс хăй ÿкернĕ картинăсене пĕтĕм тĕнчери “Филантроп” Преми конкурсне тăратса лауреат ятне илме тивĕçнĕ. Жюри (унăн председателĕ – СССР халăх артисчĕ И.Кобзон) 78 регионтан пырса кĕнĕ 1327 заявкăна пăхса тухнă, чи лайăх 43 ĕçе суйласа илнĕ, 23 дипломанта палăртнă. Вĕсен шутне II ушкăн инваличĕ А.Альфонс та кĕнĕ. Çак уйăхра Алексей Егорович Мускава Премие тивĕçнисене чысланă çĕре хутшăнма кайма хатĕрленет. Лауреатсене чысланă çĕрте РФ Патшалăх Думин, Федераци Канашĕн, Президент Администрацийĕн, Мускав тата Раççей Правительствин представителĕсем, çĕршыври культурăпа искусствăсен паллă деятелĕсем пулаççĕ.
Çак Премие культурăпа искусствăри пысăк çитĕнÿсемшĕн параççĕ. Алексей Егорович вара юлашки çулсенче Шупашкарта республикăри Художество музейĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта хăй ÿкернĕ картинăсен пысăк выставкисене йĕркелеме пултарчĕ. Пирĕн хушăра чăннипех талантлă портретист, живопиç ăсти ÿссе çитĕннĕшĕн савăнмалла кăна, автора вара пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем сунатпăр.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика