АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Зенит” çĕршыва савăнтарчĕ (Спорт)

19 мая 2008 г.

Майăн 14-мĕшĕнче Манчестерта УЕФА Кубокĕшĕн Санкт–Петербургри “Зенитпа” Шотландири “Глазго Рейнджерс” тĕл пулнă. Вăрах вăхăт шута нихăш енĕ те уçма пултарайман. Çавах та вăйă вĕçленесси 10 минута яхăн юлсан, А.Аршавин лайăх пас кăларса панипе усă курса Денисов шута уçнă. Çавăн хыççăн шотландецсем тăтăшрах йăнăшма тытăннă. Хушса панă вăхăтăн юлашки минучĕсенче каллех А.Аршавин хапхапа паралеллĕ тапнă. Мечĕке Петербург командин çурма хÿтĕлекенĕ К.Зырянов хапхана ăсатнă. Çапла “Зенит” 2:0 шутпа çĕнтерсе УЕФА Кубокне çĕнсе илнĕ. Çак вăййа “Зенит” çÿллĕ шайра, çĕршывăн пĕрлештернĕ командин шайĕнче, ирттернĕ. Ахальтен мар командăна та, унăн тренерне Дик Адвоката та Раççей Президенчĕ Д.Медведевпа В.Путин премьер çĕнтерÿпе саламланă.
Букмекерсем малтанах çĕнтерес шанăç (60)) “Зенит” енче пулнине палăртнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика