АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх фильмсене пăхса савăнăпăр (Культура)

15 мая 2008 г.

Июнĕн 1–5-мĕшĕсенче Шупашкарта халăхсен хушшинчи патриотлăх туйăмне аталантаракан “На Волжском рубеже” кинофестиваль иртĕ. Апрелĕн 29-мĕшĕнче уява ирттерес тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Ун пирки кинофестиваль йĕркелÿ комитечĕн çумпредседателĕ Олег Урюмцев режиссер тата актер каласа кăтартрĕ.
“Патриотизм кашни çĕр-шывăн хăйне евĕрлĕ. Вăл – пĕр-пĕринпе хирĕçсе-çапăçса пурăннинче мар, тăван тавралăха, атте-аннене юратнинче, хисепленинче”,– терĕ Олег Григорьевич.
Фестиваль вăхăтĕнче 8 кинофильм кăтартĕç.
Кинофестивальте камсем пулĕç-ши;Телевизорпа тăтăшах курăнакан В.Литвинов, Н.Хорохорина, А.Васильев, Л.Лужина тата ыттисем (пурĕ 35 çынна яхăн) çитĕç. Пĕрре чăвашра пулнă актерсем кунта хаваспах килеççĕ иккен. Акă Чулхулара çитĕннĕ Л.Хитяева кинофестиваль пирĕн патра иртнине пĕлсен Шупашкар уншăн тăван килĕ пекех пулнине каланă. Илемлĕ фильмсен жюри председателĕ А.Джигарханян, документлисен В.Саликов пулĕ. Фестиваль вăхăтĕнче актер пулма ĕмĕтленекен яш-кĕрĕм валли мастер-классем ирттерĕç.
Шупашкар валли ятарлă кино проект хатĕррине те асăнчĕ Олег Урюмцев. Чи малтан мĕн кирлĕ; Студи. Шăпах вăл пирĕн çук та. Студи пулсан аппаратурăна та Мускавран илсе килме шантарчĕ кинорежиссер. Шел, çак ĕç хăçан вырăнтан тапранасси хальлĕхе паллă мар.
Ачасем – пирĕн пуласлăх. Çакăн пирки тĕл пулура та манмарĕç. Халĕ телекуравпа “çÿп-çап” тем чухлех кăтартаççĕ. Ача-пăчана тĕрĕс воспитани памаллине шута илсе фестивальте ачасен фильмĕ те пулĕ.
“Смерш” сериал актерĕсен тата Шупашкар хула администрацийĕн командисем футболла та вылĕç.
Пур кинофильма та ыр кăмăллăха тĕпе хурса кăтартма палăртрĕç.
Çĕнтерÿçĕсене “Чи лайăх документлă фильм”, “Чи лайăх ача-пăча фильмĕ”, “Чи лайăх режиссер ĕçĕ”, “Чи лайăх сценари”, “Чи лайăх оператор ĕçĕ”, “Фильм валли çырнă чи лайăх юрă-кĕвĕ”, “Чи лайăх вылянă арçын ролĕ”, “Чи лайăх вылянă хĕрарăм ролĕ”, “Иккĕмĕш планри чи лайăх роль” номинацисемпе палăртĕç. Гран-прие вара чи лайăх илемлĕ фильм çĕнсе илĕ. Çĕнтерÿçĕсем “Ылтăн Анне” статуэткăна тивĕçĕç.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика