АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуралнă кунпа тата çурхи уявсемпе (Спорт)

13 мая 2008 г.

Виççĕмĕш çул ĕнтĕ хăйĕн çуралнă кунĕпе тата çурхи уявсемпе шашистсен республикăри турнирне йĕркелет Вăрнарта пурăнакан спорт мастерĕ В.Наумов. Кăçалхи турнира виçĕ спорт мастерĕпе пилĕк мастер кандидачĕ тата I разрядлă икĕ шашист хутшăнчĕç, çав шутра пирĕн районтан виççĕн: А.Шишов, А.Афанасьев тата А.Косарев кандидатсем. Пуринчен те ăнăçлă А.Косарев вылярĕ. Вăл Малов тата Дмитриев мастерсемпе очкосене çурмалла пайларĕ, турнир йĕркелÿçине В.Наумова парăнтарчĕ. Пĕр çухатусăр пыракан А.Косаревăн çĕнтерÿçĕ пулма шанăç пысăкчĕ, анчах юлашки турта вăл аутсайдерсенчен пĕринчен çухату тÿсрĕ. Маловпа Дмитриев вара пĕр-пĕрин хушшинчи тĕлпулăва мирпе вĕçлерĕç те 7-шер очкопа 1–2 вырăнсене пайларĕç, А.Косарев 6,5 очкопа 3-мĕш вырăна тăрса юлчĕ. Паллах, ку та аван çитĕнÿ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика