АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Частник” операци (Сельское хозяйство)

13 мая 2008 г.

 Апрель пуçламăшĕнченпе районта тракторсен, вĕсен прицепĕсен, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техника хатĕрĕсен юсавлăхĕпе шанчăклăхне, ĕçри хăрушсăрлăхне тĕрĕслемелли техосмотр пырать. Ку вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Апла пулин те, АПК тата ытти тĕрлĕ предприятисемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем "физически лицосем" мĕнпур техникăна техосмотра тăратма васкамаççĕ. Çапла, тĕслĕхрен, уйрăм çынсен аллинче 228 трактор "районти АПК предприятийĕсеннинчен те нумайрах" шутланать пулсан, май уйăхĕ тĕлне 66-шĕ çеç техосмотр тухнă. Çакă вăл тракторсемпе тата ытти техника хатĕрĕсемпе йĕркене сĕмсĕррĕн пăсса усă курни пулать. АПК предприятийĕсенчен “Аль”, “Можарский”, “Чутеевский” тата “1 Мая” ял хуçалăх кооперативĕсем техосмотр кăларман. Вĕсене çитернĕ графикпе килĕшÿллĕн, ку ĕçе унта палăртнă сроксенче туса ирттермеллеччĕ. Анчах асăрхаттарнă хыççăн та техосмотр тухасси тăсăлса пырать. Техосмотра техника мĕнле харпăрлăх аллинче пулнине пăхмасăр вăхăтра тухмалла.
Техникăшăн яваплăха ÿстерес, унăн юсавлăхĕпе шанчăклăхĕн требованийĕсене тивĕçтерес, регистраци тĕлĕшĕнчи çитменлĕхсене пĕтерес, документсене йĕркене кĕртсе çитерес, кивĕ техникăна палăртас, транспорт налогĕ тÿленине тĕрĕслес шутпа республикăра, çав шутрах пирĕн районта та, профилактика тĕллевĕпе “Частник” операци майăн 5–16-мĕшĕсенче иртет. Техника хуçисен çакăн пирки пĕлсе тăмалла тата “Частник” операци вăхăтĕнче маларах асăннă çитменлĕхсене, йĕркесĕрлĕхсене пĕтерме тăрăшмалла.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика