АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Йăва” ушкăн йĕркеленĕ (Образование)

13 мая 2008 г.

“Çынна ырă тăвакан хăй те ырă куракан” тесе калаççĕ ваттисем. Çакна лайăх ăнланаççĕ Кармал шкулĕнчи пĕрремĕшсем. Вĕсем хăйсен класĕнче “Йăва” ушкăн йĕркелерĕç, ырă ĕçсем тума васкарĕç. Уйрăмах ака уйăхĕнче ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Кашниех урамсемпе çырмасене тирпейлес ĕçре вăй хучĕ. Аслисемпе пĕрле йывăç лартса хăварчĕç. Ашшĕ-амăшĕсене концертпа савăнтарчĕç. Нумай пулмасть концертпа сысна фермине те кайса килчĕç. Çав кун районтан та семинара нумай çын килнĕччĕ. Куракансем кашни сăвă-юрă хыççăнах алă çупрĕç. Юрий Волков юрлани вара çынсене уйрăмах килĕшрĕ. “Тилĕпе мулкач” юмахра та вăл автан рольне чăн-чăн артист пек вылярĕ.
Уроксем хыççăн ачасем ваттисене пулăшма çÿреççĕ. Карина Степанова час-часах хăйĕн асламăшне вак-тĕвек ĕç туса пулăшать: шыв йăтать, урай шăлать, савăт-сапа çăвать, вут йăтса кĕрсе парать. Ватă асламăшĕ пĕчченех пурăнать. Карина хăйĕн чĕвĕл-чĕвĕл сассипе те асламăшĕн чунне йăпатать.
Таня Ефремова та кÿршĕри Матрюнь аппана пулăшма манмасть. Ватă çынна урай çуса пани те теме тăрать. Пĕчĕкскерсен чунĕсем таса. Вĕсен пурне те пулăшас килет, хăйсен ялне те çав тери таса та илемлĕ тăвас килет. Автобус чарăнакан вырăнта тата ялти аслă урама шкулĕпех тасатнă чухне те айккине пăрăнса юлмарĕç пĕрремĕшсем, аслисемпе тан чупа-чупа ĕçлерĕç. “Пирĕн урамсем яланах çапла таса та тирпейлĕ пултăрччĕç”, – теççĕ пĕчĕкскерсем.
Апла пулсан хамăрăн ял урамĕсене варалас марччĕ. Ял тасалăхĕшĕн пурин те тăрăшасчĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика