АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей командин – 4 ылтăн медаль (Спорт)

13 мая 2008 г.

Хăвăрт утакансен Шупашкарта икĕ кун пынă ХХIII Тĕнче Кубокĕн ăмăртăвĕсем вĕçленчĕç. Командăпа ăмăртса пĕтĕм “ылтăна” Раççей спортсменĕсем çĕнсе илнĕ. Хĕрарăмсем хушшинче 20 километра утассипе Ольга Канискина çĕнтернĕ. Пĕр çеккунт кăна çитеймен ăна Олимпиада Иванован 2002 çулти тĕнче рекордне тепĕр хут кăтартма. Малтисен шутне çавăн пекех пирĕн ентеш Татьяна Сибилева та (кĕмĕл) кĕме пултарнă. Пирĕн тепĕр ентеш Людмила Архипова дистанцире тăваттăмĕш пулнă.
Арçынсем хушшинче 50 километра утассипе Раççей команди 3 медаль илнĕ тата тĕнче рекордне çĕнетнĕ. Марафон дистанцийĕнче Денис Нижегородов (Саранск) çĕнтерÿçĕ тата тĕнче рекордсменĕ (3 сехет те 34 минут та 14 çеккунт) пулса тăнă. Унăн юлташĕ Владимир Канайкин 2-мĕш вырăн йышăннă. 3-мĕш вырăн Алекс Швайзерăн (Итали).
–Куракансен хавхалантарăвĕ те маншăн пысăк пулăшу. Ку трассăпа эпĕ унчченех тăванлашнă, – тенĕ Европа Кубокĕнче хăйĕн пирвайхи рекордне кăтартнă Денис. –Финиша çитесси 3 çухрăм юлсан, эпĕ тĕнче рекордне тума пултарассине туйса илтĕм. Çĕнĕ рекорд Раççейре вырăн тупнăшăн çав тери савăнатăп. Кубок ăмăртăвĕсене чи çÿллĕ шайра йĕркеленине, йĕркелÿçĕсене чĕререн тухакан тав сăмахĕ калама кирлине палăртнă тĕнче чемпионĕ.
Раççей командин пухмачĕнче пурĕ 15 медаль.
Кубока 55 çĕршывран 480 спортсмен хутшăннă.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика