АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кредит илсе, хваттерлĕ пулчĕç (Строительство, общество)

13 мая 2008 г.

“Раççей гражданĕсене – туянма вăй çитерекен хăтлă çурт-йĕр” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа пирĕн районта та унăн çăмăллăхĕсемпе вуншар çемье усă курчĕ, пурăнмалли çурт-йĕрлĕ, хваттерлĕ пулчĕ. Ку шута çамрăк çемьесем те, ыттисем те кĕреççĕ. Акă кăçал та “Пурăнмалли çурт-йĕр” федераллă подпрограммăпа Тăвайра пурăнакан Сергейпе Валентина Ивановсем хваттер туянма кредит илнĕ. Сергей Анатольевич Канашри вакунсем юсакан заводра, унăн мăшăрĕ Валентина Николаевна Тăвайри казначействăра ĕçлеççĕ. Асăннă кредитпа вĕсем халĕ тăвакан 47 хваттерлĕ 3 хутлă çуртра хăйсене валли икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Кредитсăр пуçне патшалăх вĕсене субсиди те парса пулăшнă. Пĕрремĕш категориллĕ специалист Валентина Николаевна Иванова приоритетлă наци проекчĕ хăйсене пысăк усă панине, вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе питĕ кăмăллă пулнине каларĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика