АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрмăш кубокĕшĕн (Спорт)

13 мая 2008 г.

Футбол сезонне тăрмăшсем çуллен ял кубокĕшĕн ирттерекен турнирпа пуçлаççĕ. Ăна республика шайĕнчи ăмăрту теме те пулать, мĕншĕн тесен унта Канаш хулинчен те, Элĕк районĕн пĕрлештернĕ команди те хутшăнаççĕ. Ветерансен командишĕн тăрмăшсемпе тăвайсем, пуянкассисем, канашсем выляççĕ. Пирвайхи вăййа кăçал тăрмăшсемпе тушкилсем уçрĕç. Площадка хуçисем ăстарах вылярĕç, 2:0 шутпа выляса илчĕç. Ветерансемпе элĕксем хушшинчи тĕлпулу нихăш енĕ те çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ. Çавах та пенальтисен серине элĕксем ăнăçлăрах тапрĕç (4:3). 3-мĕш вырăншăн пынă кĕрешÿре ветерансем тушкилсене 2:1 шутпа парăнтарчĕç. Тушкил команди çамрăк, тăрăшса вылять, анчах опыт çитсех каймасть, ытларах вылямалла. Ветерансен командин чысне 40 урлă каçнă е çав çулалла çывхарнă тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем хÿтĕлеççĕ. Нумайăшĕ вĕсенчен футбола чунтан парăннă. Аслă пĕлÿллĕ, ертсе пыракан должноçра тăрăшакансем те пур. Акă, Сергей Кириллов, Валерий Кузнецов, Морис Андреев – шкул директорĕсем, Сергей Шерне, Олег Гайдуков – хирургсем, Сергей Толбузин финанс колледжĕнче, Иван Степанов – ДЮСШ тренерĕ, Сергей Петровпа Александр Хумышев – предпринимательсем, Сергей Ивановпа Эдуард водительсем. Командăна финанс тĕлĕшĕнчен хамăр ентеш "Тĕмер" Сергей Петров пулăшса тăрать. А.Хумышев та спортсменсене кирек хăш вăхăтра укçан е машина уйăрса парса пулăшать.
Финалта тăрмăшсемпе элĕксем вылярĕç. Элĕксен командинче ăста вылякансем нумай, иртнĕ çул вĕсем пирĕн кубока çĕнсе илнĕччĕ. Анчах ку хутĕнче ăнăçу тăрмăшсен енче пулчĕ, вĕсем 1:0 шутпа çĕнтерчĕç.
Тăрмăш командинче халĕ çамрăксем выляççĕ: Руслан Ильин, Эраст Никоноров, Саша Перцев, Андрей Григорьев, Андрей Андреев, Антон Антонов, Павел Иванов, Роман Васильев, Владислав Лукин, Леонид Качимов, Саша Никифоров. Чылайăшĕ тĕрлĕ çĕрте вĕренет. Вĕсенчен кăшт аслăраххисен шутне Владислав Васильева, Саша Птичкина, Василий Васильева кĕртмелле. Футболистсем пĕр-пĕрне ăнланса выляма тăрăшаççĕ.
Турнира çÿллĕ шайра йĕркелес тесе ЯХПК ертÿçи В.Николаев, Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин, В.Лукин предприниматель нумай тăрăшрĕç. Хуçалăх ертÿçи Виктор Владимирович çамрăксене пулăшма яланах хатĕр, хăй те ăста волейболист. Унăн пуçарăвĕпе ветерансен районти турнирне йĕркеленĕ.
Мала тухнă командăсене чыслама тата ăста футболистсене палăртма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разинпа В.Лукин предприниматель укçа уйăрса пачĕç. Владимир Михайлович пулăшнипех иртнĕ çул Тăрмăш футболисчĕсем Канаш районĕн чемпионатне хутшăнса 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика