АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв – Шупашкарта (Общество)

13 мая 2008 г.

Шупашкарта Çĕнтерÿ кунне уявлама пиншер çын хутшăнчĕ. Мухтав монуменчĕ патĕнчи ĕмĕр сÿнми çулăм патне Республика Президенчĕ Н.В.Федоров, Министрсен Кабинечĕпе Патшалăх Канашĕн членĕсем, ведомствăсене ертсе пыракан уйрăм çынсем хурлăхлă кĕвĕ çеммипе чечексем хучĕç. Вĕсем хушшинче ют çĕршывсенчен килнĕ çынсем те курăнчĕç. Вăрçăра пулнисен юлташĕсем çапăçу хирĕнче юлнисене аса илсен куçĕсем куççульпе шывланаççĕ. Кăкăр тулли медальсем çакнă пĕр хĕрарăм тата, тăхăрвунналла çывхараканскер, чечек хурсан, тем таранччен тарăн шухăша путса тăчĕ. Ытла та йывăр-çке вилнисене аса илсен. Вĕсем мар-и Çĕнтерÿ салтакĕсем!; Пирĕншĕн, хальхи ăрушăн, пуçĕсене хунă вĕсем.
Ун хыççăн Хĕрлĕ лапамра савăнăçлă мероприятисем пуçланчĕç. Вăрçă ветеранĕсене ларма çĕршер вырăн хатĕрленĕ. Савăнăçлă музыка, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем янăраççĕ.
Парад умĕн Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, çĕнтерÿпе Рейхстага çитнĕ отставкăри полковник К.Г.Шевнин, Патшалăх Думин депутачĕ К.Косачев сăмах каларĕç. Саламлакансем хушшинче Германирен килнĕ пысăк хăна – Бундестаг депутачĕ, ХДС–ХСС парти лидерĕн, Ангела Меркель федераллă канцлерăн çумĕ Андреас Шокенхоф та пулчĕ.
–Берлина штурмпа кĕрсен Рейхстаг стени çине: “Я с Волги, из Чувашии. Шевнин”, тесе çыртăм, – терĕ Константин Григорьевич Шевнин.
Манран инçех те мар, тăватă генерал, Поповичпа Бударин космонавтсем тăчĕç.
Тĕрлĕ подразделенисенче ĕçлекенсен тата çар техникин тĕсĕсен парачĕ пулчĕ. Тÿпере Ми–8 тата Ми–26 çар вертолечĕсем курăнни те çынсене тыткăнларĕ. Çакна пурнăçа кĕртсе РФ Хăрушсăрлăх службин авиаци Управленийĕн пуçлăхĕ, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант (Канаш районĕнчен) пулăшнă. Каçхине, 22 сехет çурăра, фейерверксен фестивалĕ пуçланчĕ. Вăл çав тери тĕлĕнмелле илемлĕ, халиччен Шупашкарта унашкалли пулман.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика