АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Çĕнтерÿ уявĕнче (Общество)

13 мая 2008 г.

Кашни çуркуннех пирĕн килсене чи çутă, ăшă, савăнăçлă уяв, Çĕнтерÿ кунĕ çитет. Кăçал ăна тĕнчипех иртнĕ эрнекун паллă турĕç. Пирĕн çĕршывăн тĕп хулинчи, Мускаври парада çĕнĕлле йĕркеленĕ, çар техникине те кăларнă. Чăваш Республикинче вара çав кун тата икĕ уяв пулнă тесен те йăнăш мар. Шупашкарта ХХIII Тĕнче Кубокне уçнă, фейерверксен фестивальне пĕрремĕш хут ирттернĕ. Асăннă мероприятисене хутшăнма пирĕн районта пурăнакансем те кăмăл тунă, çав кун чылай çын Шупашкаралла çул тытнă.
Тăвай ен Çĕнтерÿ кунне ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илнĕ, хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине вĕçленĕ.
Ирхине сакăр сехет иртсен район центрĕнчи çынсем, килнĕ хăнасем, Тăвайри шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем çар комиссариачĕ пулнă çурт умне пухăнчĕç. Самантран Тăвай енри ĕç çыннисен колонни Мухтав монуменчĕ еннелле хускалчĕ. Асфальтлă çулăн икĕ енĕпе кĕçĕн классенче пĕлÿ пухакансем тăрса тухнă, чечек çыххисемпе, шарсемпе сулкаласа саламлаççĕ. Кашни çулах уява хутшăнатăп пулин те, çак самантра тăтăшах чунра мăнаçлă туйăм хускалать. Ырă, ĕçчен, харсăр çынсемпе юнашар утма тивĕçлĕ пулнишĕн хĕпĕртетĕп мар-и;
Мухтав монуменчĕ умне йĕркеленсе тăнă хыççăн Е.Хвостовапа С.Николаева вĕрентекенсем Аслă Çĕнтерĕве халалланă сăвă йĕркисене вуларĕç.
Унтан район пуçлăхĕ Н.Иванов сăмах илчĕ. Пухăннисене асăннă уяв ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунчĕ. Николай Ильич митинг уçăлни пирки пĕлтерчĕ те Раççей Гимнĕ янăраса кайрĕ.
Пирĕн районтан Тăван çĕр шывăн аслă вăрçине 5429 çын тухса кайнă, 3056-шĕ пуçĕсене хунă е хыпарсăр çухалнă. Вĕсем ашшĕсемпе амăшĕсем, пиччĕшĕсемпе шăллĕсем, аппăшĕсемпе йăмăкĕсем мирлĕ пурнăçпа пурăнччăр тесе çапăçнă.
Унтан шăплăх минутĕнче тăтăмăр. Тăвай енĕн 3712 çынни вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн орденсемпе медальсене тивĕçлĕ пулнă. Çав вăхăтри ăру тĕлĕнмелле хăюлăх кăтартни, çирĕп пулни çулсем иртнĕ май тата лайăхрах уçăмланса пырать. Вăрçă паллине, 1941 çулта 45-50 градуслă сивĕре танксене чарма канав чавнине, Эль юханшыв айккисенче паянхи кун та асăрхама пулать. 17 çулхи хĕрсем, арçынсем вырăнне трактор çине ларса, çывăрмасăр суха тунине епле манăн. Вăрçă пыракан çĕртен куçса килнисене те йышăннă тăвайсем, туслă пурăннă. “Çаксене пурне те эпир манма пултараймастпăр. Пуç таятпăр сире, хаклă ветерансемпе тыл ĕçченĕсем. Эпир сирĕн умăрта пысăк парăмра. Афганистанра, Чечен республикинче мирлĕ пурнăç тума хутшăннисене те асра тытатпăр. Тÿпе малашне яланах çутă пултăр, çынсем мирлĕ ĕçре кăна вăй хуччăр”, – тесе вĕçлерĕ сăмахне район пуçлăхĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă халăх паттăрлăхне, çар çыннисен хисепе тивĕçлĕ ĕçне ĕмĕр асра хăварма Çĕнтерÿ Ялавĕ статус туса хунă. 1945 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Берлин хулинчи Рейхстаг çурчĕн тăррине Идрицки стрлековăй дивизи çакнă ялав вăл. Совет халăхĕпе Хĕçпăшаллă Вăйсем фашистла Германине çĕнтернине çирĕплетекен официаллă символ, Раççей реликвийĕ шутланать. Н.Иванов Çĕнтерÿ Ялавĕн копине тата унăн свидетельствине вăрçă ветеранĕсене пачĕ, малашне вĕсем Тăвайри халăх музейĕнче упранмаллине пĕлтерчĕ.
Çакăн хыççăн Шупашкарти “Акконд” обществăн генеральнăй директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов, Канаш хулин, Тăвай тата Канаш районĕсен çар комиссариачĕн çумĕ Е.Семенов, пурлăхпа çĕр ыйтăвĕсен министрĕн çумĕ А.Дмитриев, Нÿшкасси ялĕнче пурăнакан вăрçăпа ĕç ветеранĕ В.Павлов, районти тата шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен совечĕн председателĕ Р.Гурина, Тăвайри шкулта кадет класĕнче вĕренекенсен командирĕ В.Хвостов тухса калаçрĕç. Вĕсем пухăннисене Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕç, мирлĕ пурнăçшăн çапăçса вилнисене асра тытмалли пирки пĕлтерчĕç, пурăнаканнисене паттăрлăхĕшĕн тав турĕç. Ĕç коллективĕсем чечек кăшăлĕсене Мухтав монуменчĕ умне хунă хыççăн автоматсенчен персе салют пачĕç.
Спортсменсем, Тăрмăш – Тăвай çулĕ çинче чупса, район центрне çывхарнине пĕлтерчĕç кĕçех. Чи малтан Енĕш Нăрвашри шкулта вĕренекен А.Егоровпа Б.Борисов студент "Йăнтăрчă" чупса тухрĕç. Кăçал чылайăн хутшăнчĕç ку ăмăртăва.
Уяврисем ветерансене автомашина панине те курса юласшăн. Район пуçлăхĕ Н.Иванов савăнăçлă лару-тăрура Петр Осипович Мюресова (Тĕмер), Василий Павлович Павлова (Нÿшкасси), Григорий Филиппович Морозова (Çĕнĕ Ишпуç), Емельян Григорьевич Григорьева (Тăвай) çăмăл машина уççийĕсене пачĕ. Çулталăк хушшинче тата тепĕр 19 ветерана та çăмăл автомашинăпа тивĕçтересси е ун вырăнне 100 пин тенкĕ укçа парасси пирки пĕлтерчĕ.
Тăвай шкулĕнчи çамрăк армеецсем юрласа, стройпа утнине пурте киленсе сăнарĕç. Кадет класĕнчисем çар çыннин кулленхи хăнăхăвĕсене лайăх пĕлнипе те кăмăллă юлчĕç çынсем. Пуласлăха, мирлĕ пурнăçа упрама çитĕнекен ăрăва хăюллăнах шанма юранине курса ĕненчĕç вĕсем.
Вăрçă темипе çырнă кĕнекесен куравĕпе те паллашрĕç уяврисем, “Тăвайри кооператив” потребобществăн техĕмлĕ шашлăкĕпе те сăйланчĕç. Монумент умĕнчи çулăм çывăхĕнче кадетсемпе гимназистсем автоматпа хурал тăчĕç.
Уяв концертсăр иртмест. Темиçе сехетлĕхе тăсăлчĕ унăн программи райцентрти культура çурчĕ умĕнче. Кăмăл-туйăма çĕклекенсене – культура çурчĕпе библиотека ĕçченĕсене, Тăвайри ача-пăча искусствисен шкулне тата çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центра çÿрекенсене маттур пулнăшăн тăвăллăн алă çупса, тав турĕç.
Чи çутă уявăн ахрăмĕ районти ытти ялсене те çитнĕ çав кун. Пуринче те савăнăçлă лару-тăрура уявланă Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул çитнине.
.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика