АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрмăшсем çĕнтерчĕç (Спорт)

08 мая 2008 г.

Тăрмăшсем çĕнтерчĕç (Спорт)

Çуркуннепе Ĕç уявĕнче кăçал та йăлана кĕнĕ, А.Егорова асăнса йĕркеленĕ футбол турнирĕ пулчĕ. Ăна Шупашкарти Н.Никитин предпринимательпе район администрацийĕн социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕ ирттерчĕç.
Турнира хутшăнма тăрмăшсем, тăвайсем, 40 çултан иртнĕ вете-рансем тата Артем Егоровăн ентешĕсем, енĕшнăрвашсем кăмăл ту-нă.
Малтанах Тăрмăш тата Тăвай ялĕсен футболисчĕсем тухрĕç ста-диона, вăйă 3:0 шутпа вĕçленчĕ. Ветерансемпе енĕшнăрвашсен вăй виçмелле пулчĕ. Хапхана пĕр гол ытларах тапса кĕртсе (2:1) асли-сем çĕнтерчĕç.
Виççĕмĕш вырăншăн тăвайсем енĕшнăрвашсемпе вылярĕç, 4:0 пулчĕ вăйă шучĕ.
Кăçал та финалта Тăрмăш ялĕн футболисчĕсемпе ветерансен ко-манди вылярĕç. Хальхинче тăрмăшсем маттуртарах пулчĕç, 3:2 шутпа парăнтарчĕç. А.Егоров футболиста асăнса тунă кубока Тăр-мăшри спортсменсем çĕнсе илчĕç. Николай Никитин предпринима-тель мала тухнă командăсене укçан преми парса хавхалантарнă. "Чи лайăх вратарь" – Роман Васильев (Тăрмăш), "Чи лайăх хÿтĕлевçĕ" – Валерий Шерне (Тăвай), "Чи лайăх тапăнакан" – Вла-дислав Лукин (Тăрмăш), "Чи лайăх çурма хÿтĕлевçĕ" – Александр Николаев (ветерансем), вĕсене парнесемпе савăнтарнă. Николай Васильевич хăй те тăван енĕн футболисчĕсемпе выляса пăхнă. Со-циаллă аталану, культурăпа спорт пайĕ çĕнтерÿçĕ командăсене, чи лайăх вылякансене дипломсем панă. Малтанхи вăйăсемпе район пуçлăхĕ Н.Иванов та хаваспах паллашнă, футбол сезонĕ уçăлнипе кăмăллă юлнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика