АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти Йывăç кунĕ тата тирпей-илем кĕртни (Общество, экология)

08 мая 2008 г.

Тăвай районĕн пуçлăхĕн 2008 çулхи мартăн 25-мĕшĕнчи 122 но-мерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн районта апрелĕн 7-мĕшĕпе майăн 7-мĕшĕ хушшинче ялсене, предприятисемпе организацисен территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелли тата симĕслентермелли уйăхлăх иртнĕ.
Апрелĕн 21-мĕшне Йывăç кунĕ тесе пĕлтернĕ, ăна йĕркелесе ир-ттерсе яма районти комисси туса хунă, ĕçсен программине çирĕплетнĕ.
Тирпей-илем кĕртнĕ тата йывăçсем лартнă чухне ялсене чĕрĕ сăн кÿрекен симĕслетнĕ пĕр-пĕтĕмĕшле уçăмлă вырăнсем тăвассине тĕпе хунă. Çакă вăл çут çанталăк пуянлăхĕсене упрассипе тата сыхлассипе, экологие лайăхлатса пырассипе, наци сывлăхĕшĕн тă-рăшассипе 2008 çулхи мартăн 24-мĕшĕнчен пуçласа майăн 30-мĕшĕччен пыракан Пĕтĕм тĕнчери акци тĕллевĕсемпе те килĕшсе тăрать.
Йывăç кунĕнче район центрĕнче пурĕ 700 ытла тĕп йывăç-тĕм лартнă. Çав шутра Тăвай ялĕн аялти пайĕнче, кивĕ стадион терри-торийĕнче, Тăм юханшывĕ тăрăх, районти культура çурчĕ çывăхĕнче тата спорт комплексĕнче хурăнсем хушса лартнă. Рай-центрĕн ытти вырăнĕсенче те йывăçсем лартса хăварнă.
Çак ĕçе пур ял тăрăхĕнче те туса ирттернĕ. Апрелĕн 21-мĕшĕнче районĕпе пурĕ 3200 тĕп йывăç тĕм лартнă. Субботнике 700 ытла çын хутшăннă.
Уйăхлăх вăхăтĕнче пĕтĕмпе 4900 тĕп йывăç тата 1300 тĕм лартса хăварнă, парксемпе скверсене тата аллейăсене çĕнетнĕ. Садсемпе астăвăм посадкисене йĕркене кĕртнĕ.
Ялсене, тавралăха йывăçсем лартса симĕслетмелли акцие ир-ттернĕ вăхăтра асăннă ыйтупа кĕнеке выставкисем, концерт про-граммисем йĕркеленĕ, Йывăç кунне халалланă мероприятисене район хаçатĕнче çутатса пынă.
Ялсене, çынсем пурăнакан вырăнсене санитари тĕлĕшĕнчен та-сатса йĕркеленĕ. 106 тонна çÿп-çап пуçтарнă тата турттарса тухнă. Ялсене тирпей-илем кĕртме 5 пин çын хутшăннă.
Хальхи вăхăтра масарсене тасатса йĕркелес ĕç малалла пырать.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика