АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Менелник кунне – саламлă çыру (Общество)

08 мая 2008 г.

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе Раççей Президенчĕн салам çырăвĕсене районти 1200 çынна – вăрçă участникĕсене, тыл ĕçченĕсене, салтак арăмĕсене – панă.
Тĕмерте пурăнакан Е.П.Кудряшова майăн 4-мĕшĕнче 84 çул тултарчĕ. Шăпах çак кун Елена Павловнана Мускавран саламлă çыру килчĕ. Тыл ĕçченĕн куçĕсем шывланчĕç. Вăрçă çулĕсем куç умне тухрĕç. Çăмăлпа килмен çĕнтерÿ. Елькка аппа та тантăшĕсемпе пĕрле колхозра ырми-канми тăрăшнă. Тыл фронтшăн ĕçленĕ ун чухне. Пултарулăхне кура Елена Пав-ловнана уй-хир бригадирне лартнă. Каярахпа ялти больницăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вăл.
Пĕчченех пурăнать Е.Кудряшова. Мăшăрĕ, таврари паллă хурт ăсти пул-нă Спиридон Иванович, вăрçă суранĕсене пула çĕре кĕнĕ.
"Пĕлтĕр те Майăн 9-мĕшĕ ячĕпе саламлани килнĕччĕ. Тавах пире ман-маншăн. Мир пултăр, эпир тÿснисене çамрăксен курмалла ан пултăр",– тет салтак арăмĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика