АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăна тухса ирттернĕ (Сельское хозяйство)

05 мая 2008 г.

Нумаях пулмасть Тĕмерти ветлечебница территорийĕнче районти ветеринари специалисчĕсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ, Кармалти фермер хуçалăхĕн выльăх-чĕрлĕх фермисенче те пулнă. Ветеринари ĕçĕ-хĕлĕнчи теорипе практика ыйтăвĕсене пăхса тухнă унта. Сысна ферминче сыснасене пăхса усрамалли тата тăрантармалли технологи çинчен калаçу пынă. Организмăн чир-чĕре хирĕçтăраслăхне ÿстересси çине уйрăм тимлĕх хунă. Фермăра ку тĕлĕшпе тата патогенлă микрофлорăпа кĕрешме препаратсемпе усă кураççĕ. Ĕне ферминче лейкозпа бруцеллез чирĕсем пуррипе çуккине палăртма вена юнне ĕни хÿри айĕнчи хутламран илессипе практикăлла заняти ирттернĕ.
Семинар-канашлура çавăн пекех ветеринари ĕçне йĕркелес, выльăхсен ерекен тата ермен чирĕсенчен сыхланас, вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе тумалли мероприятисене мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслесе тăрас ыйтусене тата фермер хуçалăхĕн проблемисемпе малашлăхĕсене сÿтсе явнă.
Семинар вĕçленсен Кармалти шкулта вĕренекенсем пысăках мар концерт кăтартнă.
Ветеринари практикăри ĕçпе çирĕп. Çакна тĕпе хурса малашне те вырăна тухса семинар-канашлусем ирттерме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, усăллине ĕçе кĕртме тăрăшăпăр.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика