АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă пиччĕшне – йăмăкĕнчен парне (Культура)

05 мая 2008 г.

Юратнă пиччĕшне – йăмăкĕнчен парне (Культура)

Иртнĕ уйăхра районти библиотека ĕçченĕсен семинарĕ пулчĕ. Унта "Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕн журналисчĕ А.Никитина та хутшăнчĕ. "Пур та пĕтет, çук та çитет" ятлă пĕрремĕш кĕнекипе паллаштарчĕ Альбина Александровна.
Асăннă пичет кăларăмĕ Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра кун çути курнă, 192 страницăллă. Текстсене çапаканĕсем хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем Т.Егоровапа М.Семенова, кĕнекене компьютерпа калăплаканĕ – автор мăшăрĕ В.Никитин. Журналистăн тĕрлĕ çулсенче çырнă 9 пьесипе 4 сценкине кĕртнĕ унта, çавăн пекех хĕр ачин икĕ калавне вырăн панă. Кĕнекене кăларма пулăшнă çынсен списокĕ, автор çинчен тата тав туса çырнисем пур. Хуплашкине спектакльсен курăнăвĕсенчи сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.
А.Никитина журналист хăйĕн кĕнекине юратнă пиччĕшĕ А.Тимофеев (Ыхра) сăвăç юбилейĕ тĕлне хатĕрлеме ĕмĕтленнĕ иккен.
Пурăннă пулсан Анатолий Александрович çу уйăхĕн виççĕмĕшĕнче 60 çул тултаратчĕ. Вăл вунă ытла сăвă кĕнеки кăларнă, повеçсем те пур унăн.
Альбина Александровна хăйĕн çутă тĕллевне пурнăçлама пулăшнăшăн район пуçлăхне Н.Иванова, социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн начальникне Г.Масленникова, Александрпа Сергей Хумышевсене, Г.Сергеев, Н.Никитин, И.Хаймулина, В.Кузьмин предпринимательсене, РФ казначействин Тăвайри уйрăмĕн ертÿçине В.Дмитриева, РФ Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн Тăвайри хушма офисĕн тата "Россельхозбанк" обществăн Тăвайри уйрăмĕн управляющийĕсене А.Красновпа З.Иванована, тĕп аптека заведующине Н. Якимована, О.Бикинина патшалăх регистраторне, "Тăвайри сĕт-çу завочĕ" тата "Акконд агро-фирма" обществăсене, "Тăвайри кооператив" потребобществăна тата "Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕнче, "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра ĕçлекенсене тав турĕ. Уйрăмах Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ А.Михайлов предпринимателе ырăпа асăнчĕ. Пьесисене сцена çине кăларнă тĕрлĕ районти тата вырăнти артистсене, шкулсенче вĕренекенсене те палăртма манмарĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ырă тунисене пурне те çирĕп сывлăх сунчĕ. Çĕнĕ кĕнекене ялсенчи библиотекăсем валли парса хăварчĕ А.Никитина.
Семинара хутшăннисем вырăнти журналиста ыйтусем пачĕç, творчествăлла ĕçре ăнăçу сунчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: çĕнĕ кĕнеке.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика