АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи яваплăх (Сельское хозяйство)

05 мая 2008 г.

Çурхи яваплăх (Сельское хозяйство)

Кăçал çураки чылай маларах пуçланчĕ, çавăнпа ĕçĕсем те маларах пулса пычĕç. Апрелĕн юлашки кунĕнче пултăмăр эпир районăн кăнтăр енчи хуçалăхĕсенче, ун чухне вĕсенче ака малалла пыратчĕ-ха. "Чутеевский", "Ишино" ял хуçалăх кооперативĕсене кайма палăртнăскерсем, çула май пирваях Тĕмерти "Победа" обществăна (ООО) кĕрсе тухма кăмăл турĕç район пуçлăхĕн заместителĕпе Г. Я.Гавриловпа экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке. Вĕсемпе пĕрле Н.Р.Краснов тĕп агроном та пулчĕ.
Тĕмерсен ака агрегачĕ çул çинченех курăнатчĕ те, ферма çумĕпе пырса, тÿрех ун патне çитсе чарăнтăмăр. Акаçăсем шăпах агрегат çине вăрлăхпа кăткăс удобрени тиенĕ самант пулчĕ ку. Тĕмерсем çĕнĕ Т–150 тракторпа тата энергоресурссене перекетлеме май паракан, пĕр вăхăтрах çĕр хатĕрлесе тата акса пыракан Обь-4 агрегатпа çурхи тулă акаççĕ. Вăрлăхĕ Лада сортлă, ăна акас умĕн имçамланă. Малтан çак туллах тепĕр уйра акнă вĕсем, халĕ фермăпа ял масарĕ çумĕнчи темиçе çул хушши усă курмасăр выртнă çĕре кăпкалатса хатĕрлесе пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ. Асăннă участока çерем уçса тырă акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте Валерий Кириллов механизатор уйрăмах пысăк тÿпе хывнă. Ытти ĕçсенче те маттур вăл, теççĕ ун пирки. Кунтах Николай Манишевпа Михаил Иванов та пĕр вăхăт ĕçленĕ. Тин кăна туянса ĕçе "кÿлнĕ" çĕнĕ тракторпа Сергей Журавлев тырă акать. Тăрăшать. Вăрлăхпа удобрение уя Анатолий Хумышев машинăпа турттарса тăрать. Рая Карпова, Галина Якимова, Ольга Жилкина вара хăйсемех вăрлăх тултарса тиеççĕ, хăйсемех сеяльщик те. Пĕр сăмахпа каласан, ÿркенмеççĕ, хастар.
Çĕре дисклă йывăр сÿрепе кăпкалатнă çĕрте Николай Петухов тăрăшать. Уя Т-150 тракторсемпе МТЗсене те, ДТ-75 трактора та кăларма май килнĕ.
"Победа" обществăн кĕр тыррисем те пур – 65 гектар. Вĕсене çуркунне алă вĕççĕн те, сеялкăпа та удобрени парса апатлантарнă. Унсăр пуçне çурхи тĕш тырă культурисем те 300 гектартан кая мар пулаççĕ. Халĕ шăпах акса вĕçлесе пыраççĕ. Пысăк пайне çурхи тулă йышăннă. Пур культурăна та вăрлăхпа пĕрле кăткăс удобрени парса акнă.
"Чутеевский" ЯХПКра эпир пулнă кун уйра тракторсен шавĕ илтĕнсех каймарĕ. Хуçалăх ертÿçи Сергей Бараматов ăнлантарнă тăрăх, апрелĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕсем 120 гектар акнă. Пурĕ вара çурхи тĕш тырă культурисене Чутейсен 300 гектар акса тумалла. Çак ĕçре тутарсем пулăшасса шанать. "Тепĕр икĕ-виçĕ кунтан сахăр кăшманĕ акса пĕтмелле вĕсен", – терĕ Чутей хуçалăхĕн ертÿçи. Хăй малалла акмашкăн вăрлăхлăх тырă шыранине каларĕ.
Çĕнĕ Ишпуçне çитесси пулмарĕ. Эпир Чутейри машина-трактор паркĕ патне чарăнса илнĕ хушăра унта "Ишино" ЯХПК председателĕ Сергей Хумышев пырса çитрĕ. Вăл хăйĕн фермер уйĕсене 132 гектар тырă акнине пĕлтерчĕ. Халĕ тепĕр 12 гектар тулăпа 10 гектар çĕрулми лартасшăн. Чи малтан акса хăварнă уйăн çурринче, Паснер çывăхĕнче, калча шăтнă. "Анчах шăтман пĕрчĕсем те пур. Калча каюллă пулать", – терĕ Н.Р.Краснов тĕп агроном.
"Ишино" хуçалăхра вара 42 гектар çеç акнă, пĕлтерчĕ С.Хумышев. Техника тăтăш ваннине каларĕ. "Паян ана çинче 2 трактор, вĕсем çĕр хатĕрлеççĕ", – терĕ. Хăй вăрлăх шырама кайнă иккен. План-заданипе Ишпуçĕнче 150 гектартан кая мар тырă акмалла кăçал. Çавăнпа тăрăшмалла ĕнтĕ. Ишпуçсем хăй вăхăтĕнче тырă-пулă начар мар туса илнĕ. Çавăнпа хуçалăхри çĕрсене çине тăрса ĕçе кĕртсе пыма тивет.
Çула май Вăрманхĕррине кĕтĕмĕр. Часах фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Борис Левкеевич Алексеев та пырса çитрĕ. Вĕсен çуртрисене 260 гектар çине вырнаçтармалла. Апрелĕн юлашки кунĕ тĕлне çуррине яхăн акнăччĕ. Акаканни 2 агрегат. Эпир пынă кун кăнтăрларан акма тухассине каларĕ. Пĕтĕмпех акса хăварма вăрлăх кирлĕ пулать. Çăмăл мар, паллах. Вăл та, ку та кирлĕ акара. Анчах проблемăсене май килнĕ таран ăнăçлă татса пыма тăрăшаççĕ.
Çуракине пурĕ 5 единица трактор явăçтарнине пĕлтерчĕ Борис Левкеевич. Механизаторсен ячĕсене асăнчĕ: Илья Ефимов, Владимирпа Федор Александровсем (вĕсем виççĕшĕ те Çĕнĕ Пуянкассинчен), Николай Лаптинпа Геннадий Степанов. Кайран телефонпа шăнкăравларĕ: "Çыратăрах пулсассăн, Степан Яковлевич Якушев сеяльщике те палăртса хăварăр-ха. Питĕ тăрăшать", – терĕ Б.Алексеев.
Тăрăшакансем пур чухне ĕç те ÿсĕнмесĕр тăмĕ.
Çĕнçырмари Николаев фермер хуçалăхĕнче эпĕ хам пулаймарăм. Н.Краснов тĕп агроном каланă тăрăх, май уявĕсем умĕн унта та ака малалла пынă. Эдисон Алексеев агрегачĕ тырă акнине каларĕ вăл. Сеяльщикĕсем – Геннадий Николаевпа Римма Григорьева, терĕ. Вăрлăхпа пĕрле тăпрана минераллă удобрени варăнтарса хăвараççĕ. Вĕсене ака агрегачĕ патне Владимир Васильевпа Николай Ильин водительсем турттарса тăраççĕ. Владимир Павловпа Владимир Егоров механизаторсем дискаторпа çĕр хатĕрлеççĕ, терĕ Николай Родионович. Вячеслав Николаев фермерăн хĕрĕ Полина та практикăра иккен, çуракине хутшăнать. Вăл – Чăваш ял хуçалăх академийĕн студентки.
Ака – пысăк экзамен. Ял ĕçченĕсемшĕн унăн ăнăçлăхĕ пурнăçри ырлăх-пурлăхпа тÿрремĕнех çыхăннă. Çавăнпа пысăк шанăç, вăй хурать çак ĕçе çĕр ĕçлекен, акана лайăх ирттерме тăрăшать.
 Сăн ÿкерчĕкре: "Победа" ОООра Обь-4 агрегатпа акакансем.
Н.КРАСНОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика