АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывпа шăл пастисен пахалăхĕ тата шăлсен çирĕплĕхĕ (Образование, наука, экология)

29 апреля 2008 г.

Эпир суйласа илнĕ çак тема пирĕн сывлăхшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать, мĕншĕн тесен çынсенчен нумайăшĕ шăл эмалĕ (ăна çиелтен витсе тăракан çутă хытă япала) ваннин сăлтавне пĕлсех каймасть. Кариес вĕт чăннипе чи анлă сарăлнă чирсенчен пĕри шутланать. Унпа пур ÿсĕмри çынсен 90-100 проценчĕ таран аптăрать.
Шăлсен тата шăл таврашĕнчи тканьсен чирĕ сахал мар чухне çыннăн пĕтĕмĕшле сывлăхне хавшатать. Тканьсем саланнин каяшĕ тата шăлсем чирлĕ чухне çын çăварĕнче пухăнакан микроблă токсинсем организма нар-кăмăшлама тата аллерги реакцийĕсем пуçлама пултараççĕ. Ахальтен мар халăхра çăвар урлă çĕр чир ерет,– теççĕ.
Çапла вара шăлсене упраса хăварайманни – стоматологипе пĕтĕмĕшле медицина ыйтăвĕ кăна мар, вăл социаллă пурнăç ыйтăвĕ те пулса тăрать.
Шăл тканĕсен çирĕплĕхĕпе аталанăвне начар витĕм кÿрекен факторсене пĕтерме çăвар хăвăлне таса тытни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шăл пастисем ку тĕлĕшпе усă куракан уйрăмах сарăлнă гигиена хатĕрĕсем шутланаççĕ.
Анчах çакна асра тытмалла: шăлсене куллен пĕр пек тикĕс тасатма тытăн-нипех кариес тăрук аталанма пăрахать тесе шухăшлама кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен кариес аталанăвĕн механизмĕ кăткăс тата кунта ытти чылай фактора та шута илме тивет: организм хирĕç тăма пултараслăхĕ, апат па-халăхĕ тата ытти те.
Пирĕн ялта пурăнакансем шывпа ку чухнехи системăпа тивĕçтернĕ вăхăтра та кариеспа тата флюрозпа "шăл эмалĕн чирĕпе" чирлесси ÿснĕ. Çавăнпа пирĕн тĕллев шыв пахалăхĕпе шăл пастисен составĕ çын сывлăх-не, шăл эмальне мĕнле витĕм кÿнине тĕпчесе пĕлесси пулчĕ. Çак шутпа тĕпчевĕн ыйтăвĕсене, объекчĕсене, гипотезине палăртнă.
Палăртнине пурнăçлас тĕллевпе асăннă темăпа тивĕçлĕ литературăна тишкерсе тухма, Тăвай ялĕнче пурăнакансем усă куракан тĕрлĕ шăл пасти-сен составне тĕпчесе пĕлме, пысăк мар анкета туса хатĕрлесе çитĕннĕ çынсемпе ачасем хушшинче социологи ыйтăвĕ ирттерме, Тăвай ялĕнчи Ле-нин проспектĕнче, Çĕнтерĕве 40 çул, Киров, Хĕвел анăç урамĕсенче пурă-накан çынсен шăл эмалĕ ваннине куçпа пăхса хаклама, усă куракан шыв пахалăхне – хытăлăх, РН, хлорпа фтор ионĕсем пуррине – тĕпчеме, био-генлă процессене микроэлемент йĕркипе фторид-ионсене явăçтармалли тĕп çул-йĕрсене тишкерме задачăсем лартнă, вĕсене пурнăçланă. Çапла майпа шăл пастисен "Новый жемчуг", "Семейная", "Colgate", "Парадонтол", "Blend-a-med" маркисене тĕпченĕ. Кальципе фторидсен ионĕсем пуррине палăртнă.
Юлашкинчен çапла пĕтĕмлетÿ тума май килнĕ: шăлсен çирĕплĕхĕ çыннăн пĕтĕмĕшле сывлăхне тÿрремĕнех витĕм кÿрет. Çавăнпа та, шăлсем сывă пулччăр тесе, çапла сĕнетпĕр:
1. "Colgate", "Пародонтол", "Новый жемчуг" йышши шăл пастисемпе усă курма сĕнетпĕр. Асăннă шăл пастисемпе усă куракан çынсем кариес чирĕпе сахалрах аптăраççĕ.
2. Пахалăхлă шыв ĕçмелле.
3. Шăл пастисен составĕн пахалăхĕ пирки те тимлĕ пулмалла.
Çынсене вĕсен шăлĕсем сывă та çирĕп пуласси, эмальсем упранасси шыв пахалăхĕнчен тата шăл пастисен составĕнчен сахал мар килнине ăнлан-тарса памалла. Шăлсене пахалăхлă шăл пастипе кунне икĕ хутчен тасат-малла, çакă вăл шăлсен хытă тканĕсем ванса начарланса пырассине вăй-сăрлатать.
Тĕпчеве химипе вĕрентекен Надежда Ивановна Гаврилова ертсе пынипе пурнăçланă.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика