АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай пушарникĕсем – юрă-ташă ăстисем (Общество)

29 апреля 2008 г.

Республикăра пушар хуралĕнчи пултарулăх коллективĕсен смотр-конкурсĕ 5 зонăпа иртрĕ. Кăнтăр енчисем Тăвайри культура çуртне пуçтарăнчĕç. Ку куста Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски, Канаш тата пирĕн район-сем кĕреççĕ.
Смотр-конкурса хутшăнакансене Тăвайри 2-мĕш номерлĕ ача садĕнчи шкула кайма хатĕрленекен уйрăмри ачасем хăйсен интереслĕ но-мерĕсемпе саламларĕç. Вут-кăварпа асăрхануллă пулмаллине те асăрхат-тарса хăварчĕç. Программăна Т.Павлова воспитательпе О.Андреева музы-ка ертÿçи хатĕрленĕ. Пĕчĕк артистсене РФ Чрезвычайлă лару-тăру Мини-стерствин ЧР Тĕп управленийĕн Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç.
Тăвайри пушар чаçĕн коллективĕ концерт программине ĕçпе вăрçă вете-ранне Г.И.Иванова халалласа "Шурă çÿçлĕ салтак-ветеран" юрăпа уçрĕ. Шел, Григорий Иванович сывлăхне пула уява хутшăнаймарĕ. Вăл яланах пушар чаçĕн пурнăçĕпе интересленсе тăрать, усăллă канашсем парать.
Малалла 1-мĕш класра вĕренекен Глеб Школьников "О юных пожарных" сăвă каласа пачĕ. Унăн ашшĕ пушар чаçĕнче вăй хурать.
Çакна каласа хăвармалла, конкурс положенийĕпе килĕшÿллĕн пушар ху-ралĕнче ĕçлекенсен çемье членĕсен те смотра хутшăнма юрать.
Шăпчăк сассиллĕ Е.Гаврилова "Ах, мĕн ма-ши" юрăпа килентерчĕ. Унăн мăшăрĕ Ю.Гаврилов караул начальникĕнче тăрăшать. Е.Гавриловапа В.Григорьев "Сан яту юрату" юрра юрлани те пурин кăмăлне кайрĕ. С.Иванов хăйĕн уçă сассипе пушарниксем çинчен çырнă "Звезда" сăвва ву-ларĕ. Сергейпе Ирина Ивановсем чăвашла юрланине те тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Чуна тыткăнлакан "Зорька алая" ятлă юрра В.Борисов, В.Григорьев тата Г.Ефимов шăрантарчĕç. Арçынсен ушкăнĕ "Во поле бе-резка стояла" ташша илемлĕ кăларчĕ.
Конкурса килнисене В.Александрова, Р.Маркова, В.Степанов культура ĕçченĕсем, музыка шкулĕн преподавателĕ Г. Ефимов "Тăвай йăмрисем" юрăпа саламларĕç.
РФ Чрезвычайлă лару-тăру Министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн представителĕ А.В.Швед смотр-конкурс ирттерме тивĕçлĕ условисем туса панăшăн, Тăвай район пуçлăхне, райадминистрацин пай ертÿçисене ăшшăн тав турĕ, культура çурчĕн коллективне Хисеп грамотипе наградăларĕ.
Раççей пушар хуралĕнче ĕçлекенсен кунне халалланă зонăри смотр-конкурса пĕтĕмлетсе, жюри членĕсем пĕр кăмăллăн Тăвай районĕ мала тухнине пĕлтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕк тата Шăмăршă районĕсем йышăнчĕç.
Эпир, пушар хуралĕнче ĕçлекенсем, пире пуян концерт программи хатĕрлеме пулăшнăшăн В.Александрована, Р.Маркована, В.Степанова, Ф.Трифонова, Г.Ефимова тата спонсорсене чĕререн тав тăватпăр, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.
Паян, апрелĕн 29-мĕшĕнче, Тăвайри художество пултарулăх коллективĕ тĕп хулара финалти конкурса хутшăнать. Ăнăçу сунатпăр эпир Тăвай ар-тисчĕсене.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика