АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт çăлтăрĕсемпе тĕл пулни (Спорт)

25 апреля 2008 г.

 
Çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче-ши е сакăрвуннăмĕшсен пуçламăшĕнче Тăвайра Чăваш Республикин паллă спортсменĕсемпе тĕлпулу йĕркеленĕччĕ. Спорт активисчĕсем патне хăнана парашют спортĕнче тĕнче класлă спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ, тĕнче рекордсменĕ Майя Костина (Канаш районĕнчи Шăхасанра çуралса ÿснĕ), СССР спорт мастерĕ, 1968, 1972 çулсенче çуран чупассипе СССР чемпионĕ, 1970 çулта Пĕтĕм Тĕнчери универсиада чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ, 5000 метра чупассипе СССР рекордсменĕ Николай Пуклаков (Вăрмар районĕнчи Шăхальтен), тепри те Патăрьел районĕнче çуралнă, эстафета чупассипе, диск, сăнă ывăтассипе, пилĕк енлĕ кĕрешÿре республикăра кăна мар, ялти спортсменсем хушшинчи СССРпа РСФСРти ăмăртусенче пĕр хутчен çеç мар çĕнтернĕ Рассых Камалетдинов, те марафон чупассипе палăрнă, Чăваш патшалăх пединститучĕн физвоспитани факультечĕн деканĕ Аркадий Улангинччĕ – халĕ астăваймастăп. Вĕсем пухăннисене хăйсен спортри кун-çулĕпе паллаштарчĕç, ума тĕллев лартрăн пулсан, ăна пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрса кĕрешме чĕнсе каларĕç. Чĕрĕк ĕмĕр – вăтăр çул каялла районта спорт залĕсем çукпа пĕрехчĕ. Пирĕнтен нумайăшĕ ун чухне ĕмĕтленетчĕ: «Эх, районта 5-6 спорт залĕ те пулин пулинччĕ тесе». Халĕ кашни вăтам шкултах (Эльпуçпе Мучарсăр пуçне) спорт залĕсем, районти спорт комплексĕ, Тăвайри вăтам шкулта 3 зал таранах пур. Çавах та юлашки вăхăтра район спорт мастерĕсем çитĕнтереймест. Мĕнрен килет-ши ку; Шăпах паянхи çамрăксенче çинетăраслăх çитейменнинчен, харпăр хăй ĕçне чунтан парăннă тренерсемпе преподавательсем çителĕксĕрринчен мар-ши;
Акă çăмăл атлетикăпа спортзал кирлех те мар. Пирĕн районтанах хăй вăхăтĕнче çăмăл атлетикăпа СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Павел Сысоев (Кармал), Александр Архипов, Анатолий Николаев (пурте Вăрманхĕрринчен), Кирилл Кузьмин (Чÿкçырми), Петр Данилов (Тушкил) спорт мастерĕсем тухнăччĕ. Эпĕ ун чухне паллă хăнасенчен автографсем те илнĕччĕ. Вĕсем мана спорта пропагандăлас ĕçре ăнăçу сунса кĕнеке çине алă пусса панăччĕ. Николай Пуклаков вара 5000 тата 10000 метрлă дистанцисене кăтартса, чупакан атлета ÿкернĕччĕ. Мĕншĕн аса килчĕ-ха çав тĕлпулу; Мĕншĕн тесен майăн 9-мĕшĕнче Шупашкарта хăвăрт утакансен Пĕтĕм тĕнчери ХХIII Кубокĕ уçăлать. Тĕнче шайĕнчи ăмăртусем Шупашкарта иртни республикăшăн пысăк чыс. Чăваш Республики тĕнче шайĕнчи паллă спортсменсемшĕн, тĕнчери ăмăртусен Олимп вăййисен çĕнтерÿçисемшĕн тивĕçлипе савăнма пултарать. Анчах пуласлăх пирки те шухăшламалла: камсем тухĕç ыран республика, çĕршыв чысне хÿтĕлеме;
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика