АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинемее чысланă

15 мая 2020 г.

Кинемее чысланă

Таисия Степановна Титова Чутей ялĕнчи Чапаев ячĕллĕ урамри çуртра ватлăхне ирттерет. Кăçал ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче сумлă ватă вуннăмĕш теçеткене ваклама пуçларĕ. Çулĕсем пур пулин те, вăйĕ çитекен ĕçсене тăвать-ха майĕпен хĕрарăм, ахаль лармасть.

Чиркĕве те каять вăл. Çамрăк чухне Ивановăра торф кăларнă çĕрте ырă тĕслĕх кăтартнă. Чылай вăхăт колхозра вăй хунă, юлашки пилĕк çулне шкулта техничкăра тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă Таисия Степановна. Кашни кун тенĕ пекех йăмăкĕ Зинаида Степановна килсе интересленет аслă пĕр тăванĕ хăйне мĕнле туйнине. Т.Титован мăшăрĕ Алексей Маркович утмăл çултан иртсен чирлесе пурнăçран уйрăлса кайнă.

Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов çутă ĕмĕтлĕ кинемее 90 çулхи юбилейĕ-пе саламланă, ĕçре ырă тĕс-лĕх кăтартнăшăн тав тунă, çирĕп сывлăх суннă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн ăшă сăмахĕсемлĕ открыткине парса чысланă.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика