АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОНСТИТУЦИ: ШУХĂШСЕМ

15 мая 2020 г.

Светлана ШАШКОВА: вĕрентекен. Кармал ялĕ.

Раççей Конституцийĕн 67-мĕш статйинче çак йĕркесем пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ: «Раççей Федерацийĕ Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене аса илсе пурăннине хаклать, истори тĕрĕслĕхне тивĕçтерет. Вĕсем Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ чухне кăтартнă паттăрлăх пĕлтерĕшне пĕчĕклетсе кăтартма юрамасть».

Ют патшалăхсенче пирĕн халăхăн Тăван çĕр- шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерĕве хывнă тӳпине чакарма хăтланаççĕ. Европăри хăш-пĕр çĕршывсенче паллă çар çыннисене асăнса лартнă палăксене варалаççĕ е вуçех те илсе пăрахаççĕ. Çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен тасатнă, унăн ирĕклĕхне сыхласа хăварма хастар хутшăннă паттăрсене манăçа кăлармалла мар, çамрăк ăрăва вĕсем çинчен каласа кăтартмалла. Ку тĕлĕшпе «Вилĕмсĕр полк» акцисем йĕркеленин витĕмĕ чăннипех те пысăк. Кармал ялĕнчи Николай Афанасьева, хăйĕн ӳчĕпе тăшман дзотне хупăрласа хăюлăх кăтартнă ентеше, асăнса Тĕмер шкулĕнче уйрăм стенд тунă. Çĕршыв хӳтĕ- левçин кунĕнче митинг иртет унăн тăван ялĕнчи палăкĕ умĕнче. Унăн таврашне тасатса тăрассине йĕркеленĕ вĕренекенсем. Çуллен ăна халалласа спорт ăмăртăвĕсем йĕркелетпĕр. Паттăрсене асра тытса пурăнни — çĕршыв суверенитечĕн пĕр пайĕ. Анăçра чăнлăха вăйсăрлатма тăни çине çирĕп ответ памалла.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика