АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхра пулăшаççĕ

30 апреля 2020 г.

Раççейре кунсерен 5—6 пин çын коронавируспа чирленине тупса палăртаççĕ. Чăваш Енре те инфекциленнисен йышĕ ÿссех пырать. Пирĕн районта та ку хăрушă чир тыткăнне лекнисем çук мар. Чир кÿрекен вируссене пĕтерме дезинфекци ĕçĕсене Тăвай енре те пурнăçлаççĕ. Вĕсем «Дентамед» ООО тĕп врачĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин панă имçампа та усă курĕç ĕнтĕ ахăртнех.

—Дезинфекци шĕвекĕпе усă курса тăвайсем хăйсене хăрушсăрлăхра туйччăр. Пуçа усмалла мар, хăвăра упрăр, килтен ан тухăр, хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнăр, инфекцие хирĕç кĕрешме ан пăрахăр,—тенĕ Юрий Александрович. Вăл тата района перчеткесем, алăсене тасатмалли шĕвек илсе килнĕ.

Депутат республикăри волонтер центрĕсене пĕр хутчен кăна мар пулăшнă, маскăсемпе перчеткесем, врачсемпе халăх тата волонтерсем валли дезинфекторсем панă.

Ю.А.Зорин панă 104 килограмм кальци гипохлоритне сантехникăна, урайсене, пÿ- лĕмсен стенисене тата ыттине дезинфекцилеме усă кураççĕ. Вăл бактерисемпе вируссене пĕтерет. Асăннă ытти хатĕр-сем те тăвайсене пулăшĕç малашне.

Иртнĕ эрнере çавăн пекех Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче çу- ралса ÿснĕ, Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ çăкăр завочĕн директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Игнатьевна Бадаева гуманитари пулăшăвĕ — çăкăр завочĕн продукцине ăсатнă пирĕн района.

Ăна тÿрех ял тăрăхĕсен администрацийĕсене валеçнĕ, волонтерсем вара пĕччен пурăнакан ватă çынсемпе пĕчĕк тупăшлă çемьесене савăнтарнă кучченеçпе. Самоизоляци режимне пăхăннă вăхăтра çакнашкал ыркăмăллăхлă пулăмсем вăй-хал кÿреççĕ, инфекципе кĕрешме пулăшаççĕ.

Хамăрăн сумлă ентешĕмĕ-ре, Елена Игнатьевна Бадаевана ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, пулăшу илнисем тав тăваççĕ, çынсене ырă туса нумай çул пурăнма сунаççĕ хăйне те.

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем республика территорийĕнче сарăлса пыракан коронавирус инфекцине хирĕç кĕрешмелли мероприятисене активлă хутшăнаççĕ çапла.

Тăвай ен ентешлĕх представителĕсем те çакнашкал ырă ĕç тăвассинчен айккинче юлмарĕç. Ентешлĕх председателĕ Владимир Михайлов çак кунсенче районти мобильлĕ ушкăн членĕсемпе медицина ĕçченĕсем тата администраци работникĕсем валли коронавирус инфекцийĕнчен хÿтĕленмелли хатĕрсем илсе çитерчĕ.

—Эпир районта халь еплерех лару-тăру пулнине пурте пĕлетпĕр. Коронавирус ернĕ 45 çынна шута илнĕ, инфекци стационарĕнчен сывалнă 23 çынна кăларнă. Çавăнпа хамăр ентешĕмĕрсене пулăшма тĕллев тытрăмăр, чи малтан врачсемпе васкавлă пулăшу работникĕсене, çавăн пекех район администраци- йĕнче тăрăшакансене ырă тăвасшăн. Çакнашкал çăмăл мар вăхăтра та ĕçлеççĕ-çке вĕсем. Тăвай ен ентешлĕх членĕсем района 700 маска, 10 респиратор, 36 антисептик пачĕç.

Районта пурăнакансене пурне те питĕ тимлĕ пулма ыйтатпăр, сăлтавсăр урама ан тухăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр, пĕрле эпир ку чире çĕнтеретпĕрех,—те-нĕ Владимир Борисович медицина хатĕрĕсене район администрацийĕн пуçлăхне В.Ванеркепе А.Степанов тĕп врача панă май.

—Пысăк тав сире, ырă кăмăллă пулнăшăн. Çак йывăр вăхăтра пулăшакансене эпир яланах асра тытăпăр,—пĕл-тернĕ Владимир Алексеевич.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика