АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономикăри «тĕлĕнтермĕшчен» инçе-ха, анчах асамлăха шанмалла

30 апреля 2020 г.

Пирвайхи утăмсем сăпайлăччĕ

 Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан ĕçне пуçăннă хыççăнхи пирвайхи кунсемех социаллă тĕллевлĕ йышăнусем тунипе палăрчĕç. Çавнашкал йышăнусенчен пĕри — 2019 çулхи тăваттăмĕш квартал кăтартăвĕсем тăрăх çын пуçне пурăнма кирлĕ вăтам виçене 309 тенкĕ, 3,3 проц., чакарма килĕшменни. Кунашкал практика тахçантанпах пулнă, асăннă виçене инфляци улшăнăвĕ-пе çураçтарнă: вăл чакать тĕк — пурăнма кирлĕ виçе те хăй тĕллĕн тенĕ пекех пĕчĕкленет. Çакă норма шутланнă, анчах Олег Николаев ку варианта татăклăн сирчĕ, мĕшĕн тесен ăна йышăннă пулсан социаллă чылай тÿлеве те чакарма тиветчĕ. «Шавлă» çак йышăну хыççăн унашкал утăмсем, Чăваш Енĕн нумай çыннин, уйрăмах чухăннисен, пурнăçне самай çăмăллатаканскерсем, тата пулчĕç. Ун чухнех хăш-пĕр скептикăн ыйтусем çуралчĕç: «Республика хысни пушă вĕт — укçа ăçтан тупăпăр?»

Малалли ĕç-пуç Олег Николаевăн асăннă утăмĕсем ăнсăртран тунăскерсем мар, тĕплĕ шутласа, Чăваш Енĕн финанспа экономика лару-тăрăвне тимлĕ тишкерсе, çавăн пекех малашлăх валли палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пултарассине çирĕп шанса тунă йышăнусем пулнине çирĕплетрĕ.

 

Комплекслă ĕç

Тĕнчипех йăлана кĕнĕ: ертÿçĕ е лидер ĕçĕн пирвайхи пĕтĕмлетĕвне вăл ĕçе кÿлĕннĕ хыççăн çĕр кун иртсен тăваççĕ. Кам вăл? — çак ыйтăвăн хуравне уçăмлатмашкăн шăпах çакăн чухлĕ вăхăт кирлĕ. Анчах Олег Николаевăн старчĕ хастар пулчĕ те — Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн ĕçне халех хаклама пулать, мĕншĕн тесен ĕç параметрĕсемпе çул-йĕрĕ питĕ уççăн палăрчĕç. Чи малтанах — экономика блокĕ. Кĕске вăхăтра, пĕр уйăхра, Чăваш Енĕн çитес çулсенчи аталанăвне никĕслекен программăсене хатĕрленĕ. Кунта чи малтанах регион аталанăвĕн комплекслă стратегине асăнмалла. Ăна Олег Николаев тата Патшалăх Думин депутачĕ, республикăн Экономикăн аслă канашĕн ертÿçи Анатолий Аксаков пуçарнипе Регионсен аталанăвĕн пĕтĕм тĕнчери центрĕн ертÿçин Игорь Меламедăн экспертсен ушкăнĕ хатĕрленĕ. Çак программа мĕнпе хаклă?

Пĕлетпĕр: Раççей Правительствин 2020 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе Чăваш Республикин 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине çирĕплетнĕ. Чăваш Ен валли федераци бюджетĕнчен 5 миллиард тенкĕ уйăраççĕ, урăхла каласан — Мускав программăна пурнăçлама çуллен пĕрер миллиард тенкĕ парĕ. Çакăнта Олег Николаев витĕмĕн пĕлтерĕшне те палăртмалла. Унăн Раççей Патшалăх Думин трибуни çинчен, çавăн пекех Правительство членĕсемпе ирттернĕ тĕл пулусенче пĕрре кăна мар янăранă сĕнĕвĕсем, регионсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне шайлашуллă тăвассипе çыхăннăскерсем, Раççейĕн 10 регионне, çав шутра Чăваш Ене финанс енĕпе пулăшма хистерĕç.

Кам та пулин çак укçа ним çукран тÿперен йăтăнса аннă, ăна «хитре куçшăн» панă тесе шутлать тĕк — йăнăшать. Çак миллиардсем Чăваш Ене экономика енĕпе аталаннă регионсенчен пĕри пулса тăмашкăн пулăшма тивĕç.

 

Ертÿçĕ пĕлтерĕшĕ пысăк

Пурăнса курнă кирек хăш çын та килĕшĕ: йăнăшсене тишкермесĕр малалла кайма çук. Вĕсем вара, тепĕр чухне преступленипе тан çăмăлттай йăнăшсем, Чăваш Енĕн юлашки вунă çулти управленийĕнче пайтах пулнă. Олег Николаев интервьюсенче вĕсене пĕрре кăна мар палăртнă. Вăл чи малтанах экономикăна йĕркелесе пырассинчи система шайне çĕкленнĕ йăнăшсене тĕллесе кăтартнă, вĕсем вара ытти çитменлĕхе те никĕсленĕ. Олег Алексеевич чи малтанхи тĕллевсен шутĕнче управлени системине çĕнĕлле йĕркелессине палăртрĕ. Кунта çын факторĕн витĕмĕ пысăк. Калăпăр, республикăн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пурнăçламалли ыйтусене сÿтсе явнă чухне Олег Николаев пулас инвестици площадкисене хатĕр инфратытăмпа тивĕçтерни пысăк пĕлте- рĕшлине тĕпе хучĕ, мĕншĕн тесен таса уя инвестор килмĕ. Правительство ларăвĕнче уçăмлатнă тăрăх, республикăра усă курман ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕ пысăк иккен, вĕсене промышленноç тĕллевĕллĕ лаптăксен категорине куçарма, пĕр тăхтамасăр хăтлăлатма, усă курмашкăн пуçлама май пур.

Паллах, темĕнле пултаруллă пулсан та пĕр çын пĕтĕмпех татса параймĕ. Чăваш Ен умĕнче тăракан тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлассине хайхи программăсене тÿрре кăларас ĕçе рес-публикăра пурăнакан кашни çын хутшăнсан кăна гарантилеме май пур. Кăштах ĕçлесе илес тесе Мускава, Çурçĕре, Питĕре çÿресе, çемьесенчен инçетре пурăнса çитĕ — хамăрăн вăйпа, пултарулăхпа тăван енре усă курмалла, ăна аталантармалла. Ан тив, малтанлăха енчĕк пысăк хăвăртлăхпа хулăнланмĕ, анчах экономика тулли хăватпа ĕçлесе кайсан иртнине часах саплаштарма пулĕ.

 

Коронавирус — чăрмав,

анчах ăна çĕнтерме пулать

Тĕллеве пурнăçламалли çул çинчи пысăк чăрмав — коронавирус. Чăваш Ен Правительстви ăна пÿлес, çухатусене май пур таран чакарас тĕллевпе хăй пултарнине пĕтĕмпех тăвать. Сăмахран, «Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлнине кура лару-тăру япăхланнин условийĕсенче Чăваш Енри экономика тăнăçлăхне упрамалли хушма мерăсене» хатĕрленĕ. Çав шутра республикăра экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тивĕçтермелли план пурнăçланать. Ун валли 4 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Федераци бюджетĕнчен 3 миллиард тенкĕ килмелле. Планпа пăхнă мероприятисене пурнăçламашкăн 7 миллиард тенкĕ ярççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче кăларнă указĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса хушма тĕревпе тивĕçтерĕ. Тĕслĕхрен, республика тата муниципалитетсен шайĕнчи налуксене (налуксен аванс тÿлевĕсене) — организацисен пурлăхĕшĕн илекен налука, транспорт, çĕр налукĕ- сене — тÿлемелли вăхăта каяраха куçарнă. Ку — производствăна пулăшмалли мерăсен пĕр пĕчĕк пайĕ кăна.

Граждансем вара коронавируспа кĕрешмешкĕн пулăшма пултараççĕ-и? Паллах! Паян пирĕн чăн пулăшу — хамăр тĕллĕн изоляцире пулмалли режима çирĕп пăхăнни.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика