АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавар туянакансемшĕн тимлеççĕ

23 апреля 2020 г.

Тавар туянакансемшĕн тимлеççĕ

«Тăвайри кооператив» потребительсен обществи районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма хăйĕн пысăк тÿпине хывать. Пирĕн кооператорсем суту-илÿ тăваççĕ, çăкăр пĕçереççĕ тата ытти енĕпе тимлеççĕ. «Тăвайри общепит» ООО-н предприятисене таврара коронавирус инфекцийĕ алхаснă тапхăрта вăхăтлăха ĕçлеме чарнă. Паллах, асăннă коллектив умне пысăк яваплăх тухса тăнă çапла. Суту-илÿ çурчĕсенче вара тавар туянакансен ыйтăвĕсене вăхăтра татса парассишĕн тăрăшаççĕ, потребительсен обществин 33 магазинĕ туллин тивĕçтерет çынсене.

Вĕсенчен Чÿкçырминчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕн ĕçченĕсене ырăпа асăнмалла. Суту-илÿ системинче 30 çул вăй хурать Инна Николаевна Гаврилова заведущи. Ăна Людмила Владимировна Васильева сутуçă пулăшать. Çынсемпе яланах ăшшăн калаçаççĕ сентре умĕнчисем, уйăхри плана тултарса пыраççĕ.

Тăвайри куллен кирлĕ таварсен иккĕмĕш номерлĕ магазин коллективне Юлия Михайловна Ильина ертсе пырать, 29 çул ĕçлет вăл суту-илÿре. Мария Николаевна Николаевапа Юлия Ивановна Лобурева, Екатерина Владимировна Григорьева сутуçăсем тĕллевĕсене аван пурнăçлаççĕ. Оксана Сергеевна Степанова техслужащи магазинри тирпейпе тасалăхшăн тимлет. Çынсен кăмăлне çĕклессишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ кооператорсем. Лавккара тавар туянакансем коронавирус чирĕнчен сыхлăхлă пулса пĕр-пĕринчен 1,5 метртан тăмалли требованисене пăхăнаççĕ, сутуçăсем маскăсемпе хупланса, резина перчеткесемпе ĕçлеççĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика