АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăхăтпуçсен Çĕпĕрти шăпи

23 апреля 2020 г.

Хресченĕн пурнăç урапин «йывăр кустăрми» айĕнче ĕмĕр тăршшĕпех тапаланмалла пулнă. Ку пулăм чухăнлăх пырса çапнинчен килнĕ.

Иртнĕ самана тапхăрĕнче сăхăтпуçсен те тĕрлĕ йывăрлăха чăтма тивнĕ, çăмăлтарах пулмĕ-ши тесе хăш-пĕр çемьесем ирĕксĕрех Çĕпĕр енне тухса кайнă. Каялла çаврăнса килекенсем сахалăн пулнă. Вĕсен пурнăçне тĕпченĕ май, чунра пăлхану çуралать: епле чăтнă-ши аякри тертлĕ пурнăçа?! Çав çынсене халĕ ялта пурăнакансенчен кам астăвать-ши?

Сăхăтпуçĕнчен 1948-1952 çулсенче Иркутск, Красноярск, Кемерово кĕпĕрнисене Алендеев, Абрамов, Александров, Барышов, Сита, Шашков, Рыжов, Базаров, Сандюков, Петров, Шулаев, Федоров, Филиппов, Яковлев, Мешков, Никифоров хушаматлисем тухса кайнă. Хăшĕ-сен алăра кипкери ача пулнă. Тен, тата пур тăван çĕртен куçса кайнисем? Çирĕм çул ытла каялла ялтан Михаил Андреев (Мунча Мишши) пуçарнипе Кемĕр облаçĕнчи Михайловка ялне ятарлă машина тытса хăнана кайса килнĕ иккен, концерт лартса панă.

Зинаида Головина вĕрен- тÿçĕ: «Савăнса кĕтсе илчĕç, хăналаса куççулĕпе ăсатрĕç», — тесе каласа панисене астăватăп. Геннадий Масленников Тăвай ен артисчĕсемпе кайса çÿренĕ чух ÿкернĕ фильмĕ-сем манра та упранаççĕ. Вĕсене ентешсене кăтартнă чух, кашниех хумханса пăхнине сăнатăп. Туслă çыхăнусем татăлманни савăнтарать. Тăвай енри культура ĕçченĕ- сем иртнĕ çул Кемерово облаçĕнче пулни çинчен вуласа пĕлнĕччĕ район хаçатĕн-че. Хальхи вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Г.Масленников, В.Александрова тата ыттисем Кемĕр облаçĕнчи чăваш культурипе обществин ертÿçисемпе çыхăну тытсах тăраççĕ, уявсемпе, паллă юбилейсемпе саламлаççĕ. Апла аякри ентешсем патне хывăннă инçе çул çывăхах тăтăрччĕ.

Эпĕ вулакансене Никифоровсен йăхĕ çинчен каласа парасшăн. Нихăшне те юнашар курман эпĕ, анчах мăнукĕ- семпе çыхăну тытатăп. Вырăсланса кайнипе вара чăвашла калаçаймастпăр. Данил Никифорович Никифоров 1873 çулта (147 çул каялла) Сăхăтпуçĕнче çуралнă. Ялта çĕр сахал, выçлăх... Петр Столыпин министр тапхăрĕнче Çĕпĕрти Иркутск кĕпĕрнинчи Куйтун районне çемйипех çитет. Чи малтан хăй кăна кайнă-ха, майлăрах вырăн шыранă. Хальхи 3-мĕш Станцăпа Каранцай тăрăхĕнчи лаптăка — тайгана çĕр уйăрса параççĕ ăна. Данил 5-6 çухрăмри шурлăх çумĕнче çĕрпÿрт чавать, шурлăх урлă çатрака туратсенчен çул хывать. Ырми-канми ĕçлет. Йывăçсене йăвантарса тункатисене чавса кăларса çĕре сухаласа тырă акать. Йывăçсене патшалăха парать. 8 гектар çĕр майлать çапла, кĕтÿ кĕтмелли вырăн тăвать. Халĕ çав вырăна «Данилов шурлăхĕ» теççĕ. Вара хăйсем валли çурт купаласа ухтарать, каярахпа чиркÿ тăваççĕ. Совет влаçĕ вăхăтĕн-че унта шкул уçнă. Данил Никифоров йыхăрнипе Сăхăтпуçĕнчен тата пилĕк çемье куçса пынă. Туслă пурăннă, пĕр-пĕрне пулăшнă, хурăн хуппинчен савăт-сапа тунă, çăпата туса пасарта сутнă, тинкĕле пĕçерсе çинĕ. Халĕ çав вырăна «Данилов уйĕ» теççĕ, тет. Ăçтан чăтăмлăх, вăй-хал çитернĕ вĕсем йывăр ĕçсене парăнтарма? Ют çĕрте вĕт, килте мар!

Данилăн шăллĕ Порфирий 1898 çулта çуралнă. Александра ятлă арăмĕпе унтах тĕпленнĕ. Порфирий ви-çĕ вăрçă витĕр тухнă, ялта ĕçленĕ. Вĕсен çемйинчен Александр 1941 çулта Ленинграда хÿтĕлесе хыпарсăр çухалнă. Мăшăрĕ Марфа Ананьевна Минск çывăхĕнчен пулнă. Упăшкисĕр 6 ачана пĕччен пăхса ÿстернĕ. 1930 çулсенче Никифоровсем «Красный пахарь» колхозра ĕçленĕ. Ĕçленĕшĕн укçа тÿлемен, ĕç кунĕ (патак) лартса хунă. Вĕсем «Урал» хуçалăх йĕркеленĕ пулнă. Вăл салансан Лермонтовский салана куçаççĕ.

Шулаевсем те Çĕпĕрте тĕпленнĕ пулнă. Йăх пуçĕ Николай Филиппович 4 класс анчах вĕреннĕ, ертсе пырас ăсталăхне кура ялта бригадир ĕçĕсене шаннă. Вăл 1913 çулта çуралнă. Ăна 1940 çулхи июнь уйăхĕнче салтака илеççĕ. Вăрçă вутне кĕнĕ, 1942 çулхи март уйăхĕнче атакăна çĕкленсен пуçран снаряд ванчăкĕсем лексе аманать, тăнсăр пулнăскер çÿллĕ сăрт хысакĕнчен персе анать, сулахай урине хуçать. Госпитальте урине татнă хыççăн пĕç тĕпĕ 26 сантиметр кăна юлать. Инвалид пулса Сăхăтпуçне таврăнать. Ял совечĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. Пуçĕнчен снаряд тĕпренчĕкĕсем тухма тытăннине чăтаймасăр 1944 çулхи апрельте вилет. Арăмĕпе Анастасийăпа виçĕ ача — Римма, Юлия, Иван — çуратнă. Вĕсем тĕнчере çук ĕнтĕ. Тăванĕсем чылай, вырăсла калаçатпăр.

Анастасия, 1913 çулхискер, окоп чавма çÿренĕ, салтаксене апат пĕçерсе панă. Килте ачисене çитермелли çуккипе каçпа уйран вăрттăн тырă пучахĕсем пуçтарса килнĕ. Влаçрисен аллине çаклансан тĕрмене хупма пултарнă çакăншăн. Хĕрĕ Римма 16 çултах яштакаскер, аслăрах курăннă. Вăрман касма илсе кайнă çав ÿсĕмрисене те. Нушана тÿсеймесĕр Çĕпĕре тухса кайнă вăл. Каярахпа амăшĕ, Иван (1943 çулхи) унта çула тухаççĕ. Иван монтажникра ĕçлет. Çÿлтен ÿксе пуçне амантать. Каярахпа Сăхăтпуçне таврăнса çемьеленет. 4 ача пулнă унăн. Иван 44 çулта сарăмсăр вилет.

Çĕпĕрте сăхăтпуçсене хĕн килнĕ. Колхозниксен çĕр пайĕ-сене влаçрисем каснă. Патшалăха налук тÿлесе çулталăкне 10 кило та 100 грамм çу, сысна тирĕ, сурăх çăмĕ, 100 çăмарта памалла пулнă. Пурне те эпир пĕлсе те çитерейместпĕр.

Вăрçăран таврăннисене çă- мăллăхсем паман. Акă, Василий Михайлович Шашков (26.12.1919 — 26.11.1975 çç.) 56 çултах çĕре кĕнĕ. Вăл 5 çул пехотăра çапăçнă. Ăста платник пулнă. 6 ача çитĕн-тернĕ. Красноярск облаçĕнче ĕçлесе пурăннă. Яла таврăннă. Çакнашкал çемьесенчен тĕлĕнмелли те, вĕсемпе мухтанмалли те пурах. Паллах, районти ытти ялсенчен те Çĕпĕре нумай çемье кайса тĕпленнĕ. Манас марччĕ ентешсене. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çĕнтерĕвĕнче те, çĕршыв аталанăвĕнче те вĕсен тÿпи пур вĕт-ха.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика