АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывăх çыннăмăрсем çинчен шухăшлар

17 апреля 2020 г.

Апрелĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев районсемпе хула округĕсен ертӳçисемпе, священнослужительсемпе Мăнкуна хатĕрленес тата уявлас, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусемпе видео мелĕпе лару ирттернĕ.

Видеоконференцире Варнава митрополит помощникĕ Федор Степанов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра республикăра 260 храм ĕçлет, çав шутран 23-шĕ — Шупашкарта.

Республикăра коронавирус чирĕ сарăлнине пула Мăнкун уявĕнче чиркӳсем унта ĕçлекенсемшĕн — кĕлĕ вулакансемшĕн кăна уçă пулĕç. Никамăн та чиркĕве каймалла мар.

 

«Чиркӳ — пирĕн обществăн уйрăм институчĕ. Пĕр енчен, çак ĕçе вăйпах хутшăнас килмест, анчах тепĕр енчен палăртас пулсан, пире граждансен сывлăхне упрас тени çапла тума хистет. Çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси— тĕп ыйтусенчен пĕри. Коронавирус сарăлни пире сыхă тăма тата тимлĕ пулма хистет»,— тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.

Коронавирус чирĕнчен сыхланас, ăна регионта сарăлма парас мар тесе, О.Николаев 2020 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче 92-мĕш номерлĕ Указ йышăннăччĕ, халĕ унта çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Апрелĕн 14-мĕшĕнчен масарсене тата тĕн йăли-йĕркисене ирттерме халăх массăллăн пухăнакан объектсене вăхăтлăха çӳреме чарнă. Виле пытарма кăна масар çине кĕме юрать. Çакна та палăртмалла, пытарнă чухне те чи çывăх çыннисем кăна пулмалла.

«Хамăра упрама вĕренмелле. Çирĕп йышăнусене пăхăнмалла. Çывăх çыннăмăрсем çинчен шухăшлани — чи пысăк ĕç. Çак çĕнĕлĕхе халăхăн сывлăхне упрас тĕлĕшпе йышăннă»,— тенĕ Олег Николаев.

Çакăн пек йышăнăва тăвасси иртнĕ кану кунĕсенчи Кăчкă уявĕпе те çыхăннă. Чиркĕве çӳ-реме юраманни çинчен маларах пĕлтернĕ пулин те çынсем, уйрăмах ватăсем, çакна тимлĕ-хе хуман. Республикăри чылай чиркӳре кĕлĕ тума халăх йышлăн пухăннă.

Мăнкун кĕллисене Чăваш наци телекуравĕнче тӳрĕ эфирта кăтартса пырĕç.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика